Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Обществăна хăрушсăрлăхпа тата право йĕркипе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă
09.01.2019Обществăна хăрушсăрлăхпа тата право йĕркипе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă

Обсуждены меры по обеспечению в республике правопорядка и общественной безопасностиКăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Чăваш Енри комиссийĕн Председателĕ Правительство ҫуртĕнче ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин прокурорĕпе Василий Пословскипе, Раҫҫей ФСБ Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫипе Игорь Кобыляченкопа, Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕпе Сергей Неяскинпа, Раҫҫей МЧС Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕпе Станислав Антоновпа ҫĕнĕ ҫулти мероприятисен пĕтĕмлетĕвĕсене тарăн тишкерсе тухнă.

Ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем обществăна хăрушсăрлхăпа тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, пĕрлехи ĕҫсен планĕ пирки канашланă.   

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче право хуралĕн службинче тăрăшакансене пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн тав тунă,  Ҫĕнĕ ҫул мероприятийĕсенче нимĕнле пăтăрмахсем те сиксе тухманнине каланă.

«Уявсем планпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех пулнă. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернĕ. Йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та пулман», – тенĕ Михаил Игнатьев. Профилактика ĕҫне сахал мар йĕркеленĕ, ҫынсем сусăрланнă тĕслĕхсене тупса палăртман, ӳсĕр ҫӳрекенсем те пачах та пулман тесен те йăнăш мар. Вĕсен шучĕ пур пулсан та, самай чакнă тенĕ вăл сăмаха тăсса. Пиротехника кăлтăксем сахал кăларса тăратнă, пĕлтĕрхи ҫулхинчен кăтарту 40 процента ҫити чакни куҫкĕретех, пĕтĕмлетĕве раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуҫласа кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕччен тунă.    

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн докладĕнче вĕсен ĕҫчешĕсем уявсем вăхăтĕнче ҫав тери асăрхануллă пулнине, обществӑри йӗркелӗхе сыхлассипе тимлĕхе ҫухатманнине, лӑпкӑ пурнӑҫа пӑтраштарса яма пултаракан хӑруш­лӑхсемпе киревсӗр пулӑмсенчен сыхă тăнине асăннă.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа тарăн доклад туса панă.

Кун йĕркинчи ҫивĕч ыйтусемпе Раҫҫей ФСБ Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Игорь Кобыляченко, Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Станислав Антонов калаҫнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ малашне те Раҫҫей право хуралĕн органĕсен ретĕнче тăрăшакансене граждансен прависемпе патшалăх хӳтлĕхне тивĕҫтерессипе тĕллевлĕн пыма,  право хуралĕнчи мĕн пур тытăмăн правăна хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе тухăҫлă пулмаллине чĕнсе каланă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика