Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ҫамрăксен XIX-мĕш фестивальне хутшăнма кăмăл тунисемпе тĕлпулу ирттернĕ
12.10.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ҫамрăксен XIX-мĕш фестивальне хутшăнма кăмăл тунисемпе тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев напутствовал участников XIX Всемирного фестиваля молодежи и студенчества в Сочи

  Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ҫамрăксен XIX-мĕш фестивальне хутшăнма кăмăл тунисемпе тĕлпулу ирттернĕ.

 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫамрăк яш-кĕрĕме, конкурс ҫĕнтерӳҫисен ятне тивĕҫнисене, ырласа илнĕ. Ҫакăн пек пысăк пулăма каяс текенсем сахал мар пулнă, анчах та ҫивĕч тупăшу хыҫҫăн, тарăн пĕлӳллисем, пултаруллисем кăна унта хутшăнма ирĕк илнĕ.  Малашнехи пурнăҫра ҫак фестивале хутшăнни пысăк витĕм кӳрессине шанса каланă Михаил Игнатьев, вĕсене аталанма фестиваль ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫса панине асăннă.

 Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ  Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче конкурс питĕ ҫивĕч иртнине, ҫамрăксем  тĕрĕслев витĕр анлăн тухнине пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикинчен каякан делегацийĕн ертӳҫи - Анна Головина ҫак сăмахсене ҫирĕплетсе каланă. Чăннипех те, ҫамрăксем пуҫаруллă тенĕ, вĕсен тавракурăмĕ те пысăк тесе хăварнă. Тата палăртас пулсан, яш-кĕрĕм мал ĕмĕтлĕ пулни куҫкĕретех. Фестивале хутшăнма кăмăл тăвакансем сайтра заявка тăратнă.  Пĕтĕмпе волонтер пулассишĕн 600 заявка панă.  Мероприятине ахаль ҫын пек хутшăнас текенсем 800 пулнă. Апла пулсан, ҫак кăтарту та, ҫивĕч тупăшăва ҫирĕплетет. «Ачасем эрне хушши хăйсен ăсталăхне туптаса ятарлă специалистсене кăтартса панă.  Раҫҫей, Чăваш Ен историне хытă тĕпченĕ.  Ют ҫĕршывсен хăйне евĕрлĕхĕ пирки те сахал мар калаҫусем хускатнă.  Шанатăп, ҫамрăксем хăйсене фестивальре тивĕҫлĕ шайра кăтартассине», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăй сăмахне Анна Головина.

«Ҫав тери лайăх, регионта ҫамрăксене хавхалантарни, вĕсен пуҫаруллă ĕҫĕсене тĕпе хурса, пурнăҫа кĕртсе пыни.  Пирĕн республикăра пĕтĕмпех йĕркеллĕ, килĕшӳ хуҫаланать. Эпĕ ытти регионсенчи юлташсемпе пĕр хутчен ҫеҫ мар ҫамрăксем пирки калаҫу хускататăп, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки те ыйтса пĕлетĕп. Ĕҫлекен ҫамрăксем ҫине ытти хăш-пĕр субъектсем тимлĕх уйăрманни сисĕнет.  Эпир, вара пурте пĕрле туслăн фестивале кайма шут тытрăмăр.  Куншăн, республика ертӳлĕхне витĕм кӳнĕшĕн пысăк тав», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Шупашкарти агрегат завочĕн ҫамрăксемпе ĕҫлекен канаш Председателĕ Борис Гарнов.  Сăмаха май, фестивале каякансем ҫине пысăк яваплăх тиеннине асăннă. «Шантаратпăр, Чăваш Ен чысне тивĕҫлĕ хӳтĕлессе.  Унта эпир пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашăпăр, пуҫаруллă проектсем пирки каласа кăтартăпăр, тĕрлĕ хыпарсемпе пуянланăпăр, май килсен, каярах хамăр регионта вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшса ĕҫлĕпĕр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

«Российские Студенческие Отряды» ҫамрăксен Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн членĕ Екатерина Чапурина хăйне ҫак фестивале кайма суйласа илнĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. «Пирĕнтен кашни Чăваш Республикинче пурăннишĕн мăнаҫланать.  Ҫамрăксене малалла аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ», - тенĕ вăл.  

Пĕр пухăннă пек чухне ҫамрăксем хăйсемпе паллаштарнă, хăш-пĕр ыйтусене хускатнă. Ҫак чаплă пулăма хутшăнма ирĕк панишĕн  республика ертӳлĕхне, вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳҫисене, пĕр сăмахпа каласан, пурне те тав тунă.

Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев 1985 ҫулта хăй фестивале хутшăнни пирки каласа кăтартнă.    «Сахал мар вăхăт иртрĕ. Пур-пĕрех савăк самантсем асăмра, телей туйăмĕ халĕ те иртсе кайман-ха.  Сире, пулас фестивалĕн хутшăнуҫисене, ырлăх-сывлăх, ăнăҫу сунатăп», - тенĕ ректор.

Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак пулăм, Раҫҫей, Чăваш Енĕн вăй-хăватне, имиджне тата та ҫӳле ҫĕклеме витĕм кӳрессине палăртнă. «Тĕрлĕ ҫĕршывсенче пурăнакан яш-кĕрĕме пĕр чăмăра пухса, туслă пурăнма хистет.  Сирĕн сахал мар ҫĕнĕ юлташсем тупăнассине те шансах тăратăп.  Вĕсене ан ҫухатăр, ҫыхăнусене анлăлатăр», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Кăҫал фестиваль Сочире юпа уйăхĕн 15-22-мĕш кунĕсенче иртет.   Унта тĕнчери 180 ҫĕршывран   20 000 ҫамрăк яш-кĕрĕм хутшăнма кăмăл тунă.  Чăваш Республикинчен 125 ҫамрăк тата 60 волонтер ĕҫе кӳлĕнет.   Фестивалĕн торжествăлла пайне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнĕ.  

Фоторепортаж

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика