Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ДАВ – Руссланд» (DAW) ТМЯО генеральнăй директорĕпе Норберт Рихтерпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ
21.08.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ДАВ – Руссланд» (DAW) ТМЯО генеральнăй директорĕпе Норберт Рихтерпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ДАВ – Руссланд» (DAW)  ТМЯО генеральнăй директорĕпе Норберт Рихтерпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Палăртса хăваратпăр, «ДАВ – Руссланд» (DAW) ТМЯО  - Роберт Мурьянăн нимĕçсен амфиболин завочĕсен йышĕнче шутланать. Вĕсен предприятийĕ строительствăра усă курăнакан тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларать, сăрă, лак таврашĕсем чылай.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳçĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатасси пирки ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Норберт Рихтер хăйĕн сăмахĕнче «ДАВ – Руссланд» компани Раççейре 5 маркăпа предприятисенче таварсем йĕркелесе кăларнине пĕлтернĕ. Вĕсен филиалĕсем Санкт-Петербургра, Воронежра, Хусанта, Самарăра, Сочире, Волгоградра тата ытти хуласенче те. Предприяти таварсем тирпейлесе кăларнисĕр пуçне халăха сĕнӳсемпе пулăшнине, тĕрлĕ семинарсем тăтăшах хатĕрленине, пĕр сăмаха каласан,  вĕрентӳ ĕçне те йĕркеленине пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта çĕнĕ тытăмсене вăй илсе пыма та кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине асăннă, нумай çул хушши инвестици хывма та питĕ ансат та меллĕ тесе каланă. Республикăра бизнеса вăй илме инфратытăм хатĕр пулнине палăртнă.

Ырă условисем йĕркелесе тăратни – Чăваш Республикине тĕрлĕ инвестици явăçтарма май парать. Проектсене пурнăçа кĕртме питĕ аван регионта. Калăпăр, тĕслĕхрен пысăк технологиллĕ, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан Develey завод Канашра ĕçлет.

«Чăваш Республики инвестици явăçтарассипе кулленех тăрăшать, республика экономики аталанса вăй-илсе пытăр тесе тимлет. Эпир пуçаруллă тата инвестициллĕ проектсене яланах хапăл туса йышăнатпăр. Пире çĕнĕрен те çĕнĕ хăватлă, пысăк пуласлăхлă предприятисем кирлĕ.  Пирĕн халăх ĕçлеме юратать», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика