Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Кăçал пĕрремĕш çур çуллăхра Чăваш Енĕн промышленноç производствин индексĕ 103 процентрпа танлашнă
17.07.2017Кăçал пĕрремĕш çур çуллăхра Чăваш Енĕн промышленноç производствин индексĕ 103 процентрпа танлашнă

Чăваш Республикин 2017 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне тата республика бюджетне епле пурнăçланин ыйтăвĕсене паян, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе  кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă.

 Республикăн промышленноç производствин калăпăшĕ çӳлерех асăннă тапхăрта 103 процента çитнĕ.  Таварсем тирпейлекен производствăра - 100,7 процента çити хăпарнă тесе пĕлтернĕ паянхи планеркăра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -  экономика министрĕ Владимир Аврелькин.  Пĕтĕмпе промышленноç комплексĕн организацийĕсем  хăйсен таварне 8,3 процент пысăкрах тирпейлесе кăларнă,  пĕтĕмпе 96,3 млрд тенкĕлĕх сутнă.  Чăваш Республикинчи промышленноç комплексĕн предприятийĕсен сахал мар заказсем, пурĕ 60 ытла проект 130 млрд ытла тенкĕллĕх пурнăçлаççĕ. Министр палăртнă тăрăх, кăçалхи çул 7 уйăх хушшинче промышленноç производствин индексĕ 104-105 процента çити  хăпарасси те паллă.

Ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассин калăпăшĕ те ӳснĕ, вăл 100,3 процентпа танлашать.

2017 çулта пĕрремĕш çул çуллăхра 157,8 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр çавăрнă, 2016 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчипе танлаштарсан вăл 71,8 процент.

Владимир Аврелькин министр пĕлтернĕ тăрăх, çӳлерех асăннă тапхăрта вăтам ĕç укçин шайĕ  23112,9  тенкĕне çитнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе пăхас пулсан 108 процент.  

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçин парăмĕ регионта 16,6 млн пуçтарăннă.

Республикăра 2017 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4,5 пин çынна ĕçсĕр тесе шута илнĕ ятарлă служба, вăл 0,7 процент.  Ваканси шучĕ те  сахал мар, 17 пин ытла. 

«Пĕтĕмĕшле калас пулсан, республикăра социаллă пурнăçпа экономика пĕр тикĕс лайăх аталанса пырать.  Строительство пайĕнче хăш-пĕр ыйтусем пур, паллах. Çакă пирĕн регионта кăна мар, пĕтĕм çĕршывĕпех кăткăс лару-тăру.  Яваплă министерствăсен прогноза пĕлсе тĕрĕс палăртса хумалла.  Йывăрлăхсене те шута илмелле», - тенĕ регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Производствăсен калăпăшне ӳстерессипе кирлĕ пек мерăсем йышăнмаллине, предприятисемпе организацисен финанс ыйтăвне йĕркелесе яма витĕм кӳрекен проектсемпе ытларах ĕçлемеллине, таварсем пысăк конкурентлă пулмаллине чĕнсе каланă.  Пахалăх шайĕ те çӳллĕ шайра тăмаллине асăннă республика Ертӳçи.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина çак çӳлерехри тапхăрта республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 24563 млн танлашнине, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе пăхсан вăл 111 процента çитнине палăртнă. Республика хыснин тупăш пайĕ 20984,2 млн, республика бюджетĕнчи харпăр хăй тупăшĕ 12588,9 млн çитнĕ, 2016 çулхипе илсен 8,7 процент тенĕ. 

2017 çулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тăкак пайĕ 18915,3 млн, вăл шутран социаллă культура пайне 13672,3 млн, вĕренӳ тытăмне – 6114,2 млн, социаллă политикăна - 6109,8 млн, сывлăх сыхлавне - 926,3 млн уйăрнă.

Чăваш Республикин консолидированнăй бюджечĕ 2017 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2078,7 млн  профицитпа (тупăшлă)  пурнăçланнă.

Палăртнă мĕнпур ĕçсене тивĕçтерме республика хыснинчен укçа-тенкĕ вăхăтра куçса пынине палăртнă Светлана Енилина министр.

Культура тата хушма вĕрентӳ пайĕнче тăрăшакансене Чăваш Республикин Резерв фондĕнчен вырăнти бюджетсене шалу укçине ӳстерме  135 млн тенкĕ субсиди мелĕпе укçа куçарса парасси пирки йышăну туни пирки  те аса илсе хăварнă Михаил Игнатьев.  Бюджет укçипе тĕрĕс усă курнипе курманнине çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă регион Пуçлăхĕ.  «Ĕçпе тивĕçтерекенсем уйăрнă укçана тĕрĕс мар  куçарса панине те тупса палăртнă.  Кун пек киревсĕр ĕçсене вăхăтра сисмелле. Енчен те саккуна пăсса ĕçлеççĕ пулсан, айăплисене явап тыттармалла», - тенĕ вăл.  

Паянхи канашлăва пухăннисем Чăваш Республикин сумлă делегацийĕ Екатеринбург хулинче утă уйăхĕн 10-13-мĕш кунĕсенче  «Иннопром» Пĕтĕм халăхсем хушшинчи курав ĕçне хутшăннине тĕплĕн сӳтсе явнă. Куравра ытларах Япони предприятийĕсемпе организацийĕсем ĕçленине, вĕсемпе пирĕн республикăри делегаци 30 ытла тĕлпулу ирттернине пĕлтернĕ Владимир Аврелькин.  Çак куравра Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пулнине асăннă вăл хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.  Куравра Чăваш Енри предприятисем хăйсем пирки тĕрлĕ экспозицисем хатĕрлесе тăратнă. Вĕсем: «Электроприбор» АУО, «НПО «Каскад» АО, «КомплектЭнерго ТМЯО, «Завод ЭнергоМаш» ТМЯО, «ПКБ «Техноприбор» АУО, «Фирдавил и Компания» ТМЯО, «ККУ «Концерн «Тракторные заводы» ТМЯО, «Проектэлектротехника» ТМЯО, НПО «ИННОВАЦИИ» ТМЯО, Завод строительной керамики «КЕТРА», «Чебоксарское предприятие «Cеспель» АХО).

Кăçал авăн уйăхĕнче «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕнче  Чăваш Республикин презентацине хатĕрлесе тăратасси пирки ыйтăва пăхса тухса килĕшсе хăварнă.



Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика