Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса Чăваш патшалăх филармонине реконструкциленĕ хыҫҫăн уҫĕҫ
08.02.2019Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса Чăваш патшалăх филармонине реконструкциленĕ хыҫҫăн уҫĕҫ

Чувашская государственная филармония откроется после реконструкции в год 100-летия со дня образования Чувашской автономной областиНарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский килсе ҫитнĕ. Сумлă ертӳҫĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа  пĕрле Чăваш патшалăх филармонийĕнче пулнă, объектăн  реконструкцийĕпе паллашнă.

Филармони директорĕ Николай Казаков, объекта тĕпрен ҫĕнетсен сценăсен сарлакăшĕ 6 метр чухлĕ ӳсет тесе пĕлтернĕ.  Кунсăр пуҫне амфитеатр тата нумай функциллĕ зал хута каяссине те асăнса хăварнă. Унта харăсах 127 ҫын вырнаҫтарма пулать тенĕ.   Ҫуртра пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе йĕркелесе пыраҫҫĕ, объектăн пурлăхпа техника бази пуянланать. Фасад тĕлĕнмелле чаплă пуласси те паллă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Мединскийне проекта пурнăҫа кĕртме пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, Чăваш автономине 100 ҫул ҫитнине халалласа объект уҫăласса палăртнă.

Республика Пуҫлăхĕ филармони ҫывăхĕнчи тавралăхри илем пирки сăмах хускатнă май, ҫывăхра хулан хутлăхне хăтлăлатасси проекта тата инфратытăма аталантарас программăна тĕпе хурса пĕтĕмпех ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ тесе пĕлтернĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ объектри строительство ĕҫне пысăка хурса хакланă. Объект культура шайне ӳстерме витĕм кӳрессине те палăртнă.

Чăваш патшалăх филармонийĕ Раҫҫейри концерт организацийĕсенчен чи асли.  Республикăри культура пурнăҫĕн тĕп центрĕ. Вăл юрă-кĕвĕ тĕнчине упраса пыма пулăшать, професси пĕлĕвĕн шайне ӳстерме май парать.

Ҫурта 2017 ҫулта авăн уйăхĕнче реконструкцилеме пуҫланă. Паянхи куна объектра шалти ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ. Ҫурта  бюджет укҫи-тенкипе хăпартса пыраҫҫĕ, унăн хакĕ 372 млн танлашать. Паянхи кун тĕлне 136 млн усă курма та ĕлкĕрнĕ.  

Филармонире 7 пултарулăх ушкăнĕ шутланса тăрать. Артистсем чăвашла, вырăсла юрă-кĕвĕ, ташă ăсталаҫҫĕ. Куракансем вĕсен пултарулăхне пысăк хак параҫҫĕ, пурте кăмăллă. Чаплă ушкăнĕсем Мускавра, Чулхулара, Тутарстанра, Марий Элра, Пушкăртра Пенза, Самара тăрăхĕсенче пĕр хутчен ҫеҫ мар пулнă.

2018 ҫулта пурĕ филармонире тăрăшакансем 286 мероприяти ирттернĕ, вĕсенче 93 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика