Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Делавая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн форум ĕҫне хутшăннă
06.02.2019 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Делавая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн форум ĕҫне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев: «Реализация экономических задач напрямую зависит от качества жизни, настроения, социального самочувствия населения»Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Делавая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн форум ĕҫне хутшăннă. Нацин тĕллевĕсене пурнăҫлама предпринимательлĕх пайĕ пысăк витĕм кӳнине ертӳҫĕсем тарăн сӳтсе явнă. Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указĕнчи тĕллевсене пурнăҫлассинче те вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăккине асăннă вĕсем. Тема питĕ актуаллă, ҫавăнпа пуҫлăхсем кашни ыйтупах тарăн калаҫнă.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Инвестиционный климат 2.0: новая среда для человека и бизнеса» темăпа йĕркеленĕ сесси ĕҫне хутшăннă.

Чи малтан ĕҫе пухăннисене РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Ольга Голодец саламланă. Вице-премьер патшалăх политикин приоритетлă тĕллевĕсем пирки каласа хăварнă, халăхăн пурнăҫ условине лайăхлатассипе ҫыхăннă тĕп ыйтусем тавра сăмахланă, социаллă сферăна аталантарассипе ҫыхăннă самантсем ҫинчен чарăнса тăнă.

 АСИ генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева наци рейтингне хатĕрленĕ чухне шăпах та, социаллă аспект пысăк витĕм кӳнине палăртнă. Бизнес хулан хутлăхне хăтлăлатас тата ытти проектсене пурнăҫа кĕртессинче ҫав тери усăллă ĕҫсем туса пулăшма пултарассине шанса  каланă.

Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх тĕп санитари врачĕ, федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе ҫын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Ертӳҫи Анна Попова ведомство планĕпе паллаштарнă, бизнеспа ҫыхăнса ĕҫлемелли йĕрке ҫинчен ăнлантарса панă.

Регионта инвестици климатне лайăхлатас, халăхăн пурнăҫ условийĕсене ырă енне куҫарас енĕпе пулнă ҫитĕнӳсем пирки Чăваш Республикин   Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн каласа кăтартнă.

Республикăн ҫĕр айĕнче пурлăхсем: стратегиллĕ ресурсем пачах та ҫук. Пур-пĕрех регион ҫирĕп аталанать, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартса пама пултарать. Халăх ĕҫчен пулнипе пуян субъект. Паян республикăри кашни предприяти ҫитĕнĕвĕ кадрсем паха пулнинче. Пысăк квалификациллĕ специалистсем технологисене пăхăнса ĕҫлени куҫкĕретех. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăлараҫҫĕ, вĕсем пурте тенĕ пекех паянхи пурнăҫ таппине тӳр килеҫҫĕ.

Чăваш Республикинче вĕренӳпе бизнес тачă ҫыхăнура. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем йĕркелесе пыраҫҫĕ. Ятарлă центрсем республикăра хута кайнă, унта паха специалистсем пулма вĕренсе кăлараҫҫĕ. Пурлăхпа техника бази пуян вăл учрежденисенче. Пĕр сăмахпа каласан,  вĕсем паянхи пурнăҫпа тӳр килсе пыраҫҫĕ.

«Кашни ачан ҫитĕнĕвĕ» проекта 2019 ҫулта 590 млн инвестици хывма палăртса хунă. Ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма тĕрлĕ условисем хатĕрлесе тăратма плана кĕртнĕ.  «IT-куб», «Кванториум» центрсен вăй илĕҫ.

Паян пирĕн ҫĕршывра РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси курăмлă пулса пырать, патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри. Тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе те ытларах граждансене явăҫтарма тĕллев лартнă. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пархатарлă, тухăҫлăхĕ те пысăк вĕсен.  Пĕр енчен калас пулсан, ҫынсене валли пурăнма хăтлă условисем йĕркеленеҫҫĕ, тепĕр енчен патшалăх уйăракан тĕреве пула, пинĕ пинĕпе ҫын ĕҫлĕ пулать, хăйсене валли лайăх условисем хатĕрлет.

Ҫынсен сывлăхне упрас ыйту актуаллă, хăрушсăрлăх теми, культура, спорт, туризм ыйтăвĕсем те малти вырăна тухса тăнине асăннă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Правительстви ялта пурăнакансен пурнăҫ условийĕ лайăхланса пытăр тесе сахал мар тимлĕх уйăрнине каланă регион Пуҫлăхĕ.

Юлашки ҫулсенче республикăра вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ курăмлăнах ӳссе пырать. 100 ҫултан та иртнĕ ҫынсем чылай. Вĕсем ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансем те нумайлансах пыраҫҫĕ, халăх спорта юратни куҫкĕретех.  

Общество тăнăҫлăхĕ, ҫемьери йăла-йĕркепе, культурăна упраса пурăннинчен те самай килет. Мăшăрсем пĕрле пулни килĕшӳллĕ. Ахальтен мар пулĕ, Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн республика ырă кăтартупа палăрса тăрать, уйрăлнă ҫемьесен шучĕ ытти субъектсемпе танлаштарсан чи пĕчĕкки, Раҫҫейре эпир 8 -мĕш вырăнта.

2012-мĕш ҫултан пуҫласа  регионта нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ ӳссе пырать. Апла пулсан, субъектра пурăнма условисем лайăх, халăх кăмăллă. Ҫакнах граждансем те кулленех ҫирĕплетсех калаҫҫĕ.

Влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе бизнес тытăмра вăй хуракансем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени сисĕнет, чăрмавсем кӳмеҫҫĕ, усăллă канашсем парса пулăшма тăрăшаҫҫĕ. Кашниех халăх ырлăхĕшĕн яваплăха туйса, таса чунпа саккунсене пăхăнса ĕҫлеме пикенет.

«Экономика ыйтăвĕсене татса парассинче – халăх шухăш-кăмăлĕ те пысăк витĕм кӳрет. Енчен те пурте пĕр-пĕринпе ăнланса ĕҫлесе пырсан, ҫитĕнӳсем пулаҫҫех. Предприятисемпе организацисем ҫĕкленсе пырсан, халăхăн ĕҫ укҫи хăпарсан, кăмăл ҫĕкленет, пурăнас килет ҫынсен, ыранхи куна та ĕненес килĕ», сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Михаил Игнатьев.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика