Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕпе Николай Патрушевпа тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабичпа республикăри предприятисене çитсе килнĕ, организацисенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе еплерех тивĕçтернипе кăсăкланнă
15.06.2016Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕпе Николай Патрушевпа тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабичпа республикăри предприятисене çитсе килнĕ, организацисенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе еплерех тивĕçтернипе кăсăкланнă

 


Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕпе  Николай Патрушевпа тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабичпа республикăри предприятисене çитсе килнĕ, организацисенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе еплерех тивĕçтернипе кăсăкланнă. Пысăк хăнасем Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» АУО наукăпа производство комплексĕн ĕçĕпе паллашнă.  Организацийĕн генеральнăй директорĕ Андрей Углов хăйĕн сăмахĕнче вĕсен предприятийĕ çĕршыври авиаци пайне тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерсе тăракан концернсен шутĕнче пулнине асăннă, Су, МиГ, Ту самолетсем валли ятарлă хатĕрсем калăпласа кăларнине палăртнă. Кунсăр пуçне  Бе-200 самолёт-амфибисем, «Камова» тата «Миля» фирмăсен вертолечĕсене валли те тĕрлĕ хатĕрсем туни куçкĕретех тесе пĕлтернĕ. Предприяти чукун çул валли те тăтăшах ятарлă хатĕрсем калăпласси çине пысăк тимлĕх уйăрать.  «РЖД» АУО,  «Группа Газ»,  «КАМАЗ» АУО, «НИИТеплоприбор»  АУО валли ятарлă хатĕрсем калăпласси кирлĕ пек пулса пырать.    «ЭЛАРА» АУО производство çирĕп аталанса пытăр тесе хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаçтарнă предприятире, хăнасем  организаци çинчен хатĕрленĕ презентацие курнă, музей ĕçĕпе паллашнă, таварсем кăларакан цехра пулнă.

 «ЭКРА» наукăпа производство предприятийĕн нумай функциллĕ комплексра Николай Патрушев, Михаил Бабич тата Михаил Игнатьев электроприводсем пуçтаракан цеха кĕрсе курнă. Электропривод пай заведующийĕ Владимир Вишневский «ЭКРА» ТМЯО таварсене пысăк технологине пăхăнса тирпейленине пĕлтернĕ. Кунта тăрăшакансем те пысăк специалистсем пулнине каланă.  Вĕсен предприятийĕ Раççейри паллă «АВВ», «Siemens», «Alstom» пайĕнче малта пыракансемпе пĕр шайра тăнине асăннă. «ЭКРА» ТМЯО хатĕрлесе кăларакан таварсем Раççейре те ют çĕршывсенче те анлăн сарăлнине пĕлтернĕ.

Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кун «ЭКРА»  предприятийĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти усал каяшсем пухăнакан полигона та çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕсемпе те тĕплĕн паллашнă.  «Управление отходами»  АХО генеральнăй директорĕ Павел Бесшапов хăнасене предприятипе тĕплĕн паллаштарнă. Таварсене, йӑлари хытӑ каяшсене,  çӳп-çапа епле тирпейлесе кăларни çинчен каласа кăтартнă, ятарлă техникăсемпе паллаштарнă.  Предприяти ертӳçи усал çӳп-çапа тирпейлес ĕç полигонра экологи енчен йышăннă нормăна тĕпе хурса пурнăçланса пынине пĕлтернĕ. Йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлемелли тытӑм хӑйӗн ӗҫне тӑтӑшах лайӑхлатса пынине, паян вӑл хальхи вӑхӑтри чи ҫӗнӗ стандартсене тивӗҫтернине каланă. Ҫӳп-ҫапа сортламалли комплекспа тивӗҫтернӗ йӑлари хытӑ каяшсен полигонӗ хута кайни, вӑл регионта пухӑнакан коммуналлӑ каяшсене ҫӗр процент чухлех тирпейлеме пултарнине пĕлтернĕ. Каяшсене тыткаламалли тытӑма ҫӗнетес ӗҫӗн малаллахи тапхӑрӗ ҫӳп-ҫапа пушатса тиекен станцисем тӑвассине, çакӑ проекта пурнӑҫланӑран пулакан экологи эффектне вӑйлатнине каланă.   Тӗплӗнрех

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика