Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Республикинче наци проекчĕсен ĕҫĕсене тĕрĕслесе пыракан ҫӗнӗ кураторсене палӑртнӑ
28.02.2020Чӑваш Республикинче наци проекчĕсен ĕҫĕсене тĕрĕслесе пыракан ҫӗнӗ кураторсене палӑртнӑ

Определены новые кураторы мероприятий нацпроектов в Чувашской Республике Нарăс уйăхĕн  27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттернĕ.  

Ларăва уҫнă май, регион ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех палăртнă канашăн ӗҫӗн тухӑҫлӑхне ӳстерме хушнă. Ĕҫлĕ ларăва малтанхи пек кашни кварталта мар, кашни уйӑхра ирттерме чĕнсе каланă.  Ҫакӑ наци проекчĕсемпе ҫыхăннă мероприятисене епле пурнӑҫланине анлăрах тата ҫирĕпрех мониторинг тума май парать тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш йышне ҫĕнетни ҫинчен калакан Указа алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ Олег Николаев.   Палăртма кăмăллă, малашне комиссийĕн йышĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков та пур. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан ытти комиссисене те РФ Патшалăх Думин депутачĕсене кĕртме тăрăшмалла тенĕ.

"Пурнăҫланă мероприятисене комисси членĕсемпе, депутатсемпе пĕрле уйăхсерен пухăнса пĕтĕмлетӳсем туса пыни, ĕҫ  тухăҫлăхне ӳстерсе пыма май парать", - тенĕ вăл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан наци проекчĕсем пурнăҫа епле кĕрсе пыни пирки хыпарсене халăх патне сӳрĕкрех илсе ҫитернине палăртнă, малашне тăрăшуллăрах  ĕҫлемеллине асăннă.

"Интернетра наци проекчӗсем ҫинчен хыпарсене вуласа пĕлме шут тытрăм. Пӗтӗмӗшле цифрӑсем тупрӑм, анчах та наци проекчĕсем мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинчен  кирлĕ пек хыпар вуласа пĕлеймерĕм. Енчен те ҫителĕклĕ  таран хыпарсене вăхăтра халăха пĕлтерсе тăраймастпăр пулсан, ĕҫленин усси пур-и вара?  Пур ҫӗрте те наци проекчӗсем ҫинчен калаҫаҫҫĕ, анчах та ахаль ҫынсем вӗсем мӗнле пурнӑҫланса пынине вуласа пĕлеймеҫҫĕ", -  пăшăрханса каланă Олег Николаев.

Чӑваш Ен Информаци политикин министерствине патшалӑх влаҫӗн ытти органӗсемпе пӗрле ака уйӑхӗн варри тĕлне Чӑваш Республикинче наци проекчӗсене пурнӑҫлани ҫинчен пӗрлехи информаци ресурсне хатĕрлеме хушнă. Анатолий Аксаков МИХсенче ĕҫлекенсем хушшинче конкурс ирттерни те питĕ вырăнлă тенĕ.  

Пĕлме: малашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ  Алла Салаева  "Демографи", "Сывлӑх сыхлавӗ", "Вӗренӳ", "Наука", "Культура", "Цифра экономики" ĕҫ-хĕлне ҫирĕп тĕрĕслесе пырĕ.  Вице-премьер – экономика министрĕ Иван Моторин "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх, уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси",  "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ", "Хӑрушлăхсăр паха ҫулсем" проектсене тишкерсе пырĕ. "Экологи"  енĕпе регионти проектсене вице-премьер – ял  хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫирĕп тĕрĕслевре тытса пырĕ.

 Канашлура хăш-пĕр проекта  пĕлтĕрхи ҫул епле пурнӑҫланине тишкерсе тухнă, пĕтĕмлетӳсем тунă. Ҫитменлĕхсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене пĕтерессипе пурин те ырми-канми тăрăшмаллине палăртнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика