Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Регионти социаллă сферăсенчи лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çивĕч тĕрĕслевре тытать
07.07.2017Регионти социаллă сферăсенчи лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çивĕч тĕрĕслевре тытать

  Чăваш Республикинчи Гидрометцентр пĕлтернĕ тăрăх, çитес кунсенче çанталăк условийĕсем япăхланасси паллă.  Вăраха кайса вăйлă çумăр çăвать, Чăваш Республикин территоринче çутçанталăк сиен кăларса тăратас хăрушлăх пысăкланнă. Таврара вăйлă çил-тăвăл алхасать, Çурçĕр – Хĕвел анăçĕнчен 8-13 м/с хăвăртлăхпа вĕрет.

Регионти социаллă сферăсенчи лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çивĕч тĕрĕслевре тытать.

Чăваш Республикин ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче регионта лару-тăру йĕркеллех пулнине, инкексене вăхăтра сирсе яма май килнине пĕлтернĕ республика Ертӳçине.

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче электричество кăлтăкĕсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитернине каланă вăл. Кунсăр пуçне Канаш хулинчи электричество енĕпе пулнă пăтăрмахсене те çийĕнчех сирсе яма май килнине асăннă. Хальхи вăхăтра Çĕрпӳ районĕнче хĕрӳ ĕç пырать.

2017 çулта утă уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшĕччен çутçанталăк хăрушлăх кăларса тăратас туртăм тата та вăйланма пултарать, çил-тăвăл алхасма пултарать, çумăр çăвать.  Районсемпе хуласенче  мĕнпур тавралăхра инкексем сиксе тухас хăрушлăх та пур.  Çуртсен тăррисене çил-тăвăл илсе пăрахма пултарать, Электричествăпа, газпа асăрхануллă пулмалла. Ял хуçалăхне те сиен кӳрес хăрушлăх пысăк.

Çутçанталăк алхаснине кура, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти мĕнпур службăсене кирек-епле кăлтăка та вăхăтра сирсе яма яланах хатĕр пулма хушнă. Пур çынăн та тимлĕхе çухатма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла. 

Палăртса хăваратпăр, «МРСК Волги» - «Чувашэнерго» ПАО «Россетти» тытăмне кĕрет, вĕсем яланах инкексене сирсе яма хатĕр тăраççĕ, техника таврашне тирпейлесе тăратнă, специалистсем уйрăмах асăрхануллă, халăха сиен кӳме пултарасран хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме хатĕр. Уйрăмах социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене сыхă тăмалла.

Енчен те пăтăрмахсем сиксе тухас пулсан, тӳрех çак «01» номерлĕ телефонпа шăнкăравламалла. Специалистсем кунĕн-çĕрĕн талăкĕпех дежурство тăраççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика