Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре 60 пин ытла ҫын массăллă чупăва «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ – 2018» ăмăртăва тухнă
12.02.2018Чăваш Енре 60 пин ытла ҫын массăллă чупăва «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ – 2018» ăмăртăва тухнă

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республики «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ – 2018» чупăва хутшăннă.

Спорт уявне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа килсе ҫитнĕ. Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен ХХХVI-мĕш спорт ăмăртăвĕсене регион Пуҫлăхĕ Ҫĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкарта торжествăлла майпа уҫнă пулăма хутшăннă. Хуласенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ VIP-чупăва тухнă.

Ҫĕнĕ Шупашкарта массăллă чупу парк культуринче иртнĕ.

Спорт уявне ҫакăн пекех Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владмир Викторов, хула ертӳлĕхĕ хутшăннă.

Михаил Игнатьев ăмăртăва пуҫтарăннисене ăшшăн саламланă. «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ» чи массăллă чупу шутланние асăннă. «Чăваш Енри спорт пурнăҫĕшĕн «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ» кашни ҫул чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.  Республикăра пурăнакансем спортпа туслă. Паянхи уява регионти мĕнпур хуласемпе районсенче пурăнакансем хапăл тусах тухнă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ мероприятине пухăннисене саламланă май, пурне те ҫирĕп сывлăх суннă. Ҫĕнĕ Шупашкарта спорт уявне йĕркеленисем пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ мероприятине 4 пин ҫын хутшăннă.

Шупашкарта спорт уявне пĕлтĕрхи пекех аэропорт ҫывăхĕнчи территорийĕнче йĕркеленĕ.  Унта Шупашкарта пурăнакансенчен 14 пине яхăн ҫын пуҫтарăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хулари ентешсене саламланă май, ҫапларах каланă: «Эпир пурсăмăр та Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин командинче.  Спорта аталантарассипе йышăннă патшалăх политикине ҫирĕп пурнăҫа кĕртсе пыратпăр», - тенĕ.

«Кашни ҫул тенĕ пекех регионта спорт объекчĕсем ҫĕкленеҫҫĕ. Ҫынсемшĕн сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырасси, спортпа туслă пуласси кулленхи пурнăҫ шайне кĕрсе пырать. Кашни уйăхра Сывлăх кунĕсем иртеҫҫĕ. Ҫынсем вăл мероприятисене тӳлевсĕр ҫӳреҫҫĕ. Субъектра спора ҫӳресси ырă йăлара», - тенĕ вăл.

Регион Пуҫлăхĕ ашшĕ-амăшĕсене тивĕҫлĕ ачасем ӳстернĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Ҫитĕнекен ăру Тăван ҫĕршыва юратни куҫкĕретех. «Спорт ҫыннăн ырă енĕсене аталантарма витĕм кӳрет.  Кам спорта кулленех ҫӳрет, вĕсен ĕҫре, вĕренӳре те пысăк ҫитĕнӳсем пуласси паллă, йывăрлăхсене те парăнтарма пĕлеҫҫĕ», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Сăмаха май, регион Пуҫлăхĕ Пхёнчхан хулинче хĕллехи Олимп вăййисем иртнине асăннă. Унта Чăваш Республикинчен икĕ паллă спортсменка Татьяна Акимова тата Лана Прусакова пулнине каланă.  Вĕсем Раҫҫей командин йышĕнче тесе пĕлтернĕ.

Паллă кун спорт уявне пуҫтарăннисене ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев саламланă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ» 2005-мĕш ҫултанпах йĕркеленсе пырать.  Регионти мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче мероприятисене халăх йышлăн пухăнать.

Кăҫал старта 60 пин ытла ҫын тухнă. Вĕсем: спортсмен-профессионалсем, ветерансем, студентсем, шкул ачисем, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, ĕҫ коллективĕсенче вăй хуракансем, пĕр сăмахпа каласан мĕнпур халăх пĕтĕм кăмăлтан йĕлтĕр сырса старта тухнă.

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика