Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Васкавлă пулăшу» бригадисене ҫĕнĕ автомашинăсен уҫҫисене парса чысланă, мероприятине пухăннă мĕнпур халăха Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе саламланă
31.12.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Васкавлă пулăшу» бригадисене ҫĕнĕ автомашинăсен уҫҫисене парса чысланă, мероприятине пухăннă мĕнпур халăха Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе саламланă

Михаил Игнатьев вручил бригадам «Скорой помощи» ключи от новых автомобилей и поздравил с Новым годомРаштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев васкавлă медицина пулăшу автомашинисен уҫҫисене савăнăҫлă лару-тăрура паян парса чысланă. Ҫĕнĕ техника региона «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн килсе ҫитнĕ. Палăртмалла, проектсене пĕтĕмпех Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвĕпе пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ.  

Паллă пулăма Шупашкарта Республика тӳремĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Мероприятине республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, «Республиканский центр медицины катастроф и скорой медицинской помощи» БУ тĕп врачĕ Ольга Краузе, васкавлă пулăу паракан центрсен ертӳҫисем тата ыттисем те хутшăннă.

«Васкавлă пулăшу пама витĕм кӳрекен автомашинăсене ҫĕнетсе пырассипе йышăннă патшалăх программи ăнăҫлă пурнăҫа кĕрсен пырать.  Тухăҫлăх тени те куҫкĕретех.  Ҫултан ҫул регионта автомашинăсем ҫĕнелсех пыраҫҫĕ. Медицинăра тăрăшакансем кăмăллă, техника бази пуянланни вĕсене малашне те лайăхрах ĕҫлеме хавхалантарать. Халăха туххăмрах медицина пулăшăвĕпе те тивĕҫтерме меллĕ», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Автомашинăсене тĕллевсĕр пĕр вырăнта тытса тăмалла мар. Вĕсемпе кулленех ҫынсем патне тухса ҫӳремелле, кирлĕ пек медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтермелле. 2020 ҫулта тата та 53 машина Чăваш Ене килесси паллă. Вĕсене валли республика хыснинче 40 миллион ытла укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.   

«03» служба малашне те тухăҫлă ĕҫлесе прырасса шанатпăр. Сире эпир яланах хисепленĕ. Малашне те яваплăха туйса таса чунпа ĕҫлесе пырассине ĕненетпĕр.  Тавах сире пурне те. Ҫĕнĕ ҫул пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăҫусем илсе килтĕр!» - тесе каланă Михаил Васильевич Игнатьев.    

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика