Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей Почти» ФГУП «Атăл -1» макрорегионăн директорĕпе Сергей Орловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
06.12.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей Почти» ФГУП «Атăл -1» макрорегионăн директорĕпе Сергей Орловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Обсуждены вопросы дальнейшего развития почтовой связи в Чувашии Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Почта России» ФГУП «Волга -1» макрорегионăн директорĕпе Сергей Орловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем республикăра почта ҫыхăнăвĕсен сечĕсене модернизацилес, халăха пахалăхлă пулăшусемпе тивĕҫтерес тата ытти актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.  Тĕплĕ калаҫăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тата «Раҫҫей Почти» Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Владимир Тимофеев хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта пурăнакансем почтăн пулăшăвĕсемпе анлăн усă курнине палăртнă, ҫак пайра пулса иртекен ырă улшăнусене ырланă. Республикăри халăх почта урлă сахал мар хăйсене кирлĕ пек мĕнпур пулăшусене илет, кăтарту пысăк пулни хăйех регионти почта операторĕсем тухăҫлă тата пĕлсе ĕҫленине ҫирĕплетсе параҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Раҫҫей Почти паян чăннипех те модернизациленсе пырать.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ аталану ҫул-йĕрĕсем шырама тăрăшать.   Халăхăн пурнăҫ условийĕсене те лайăхлатать.  Уйрăмах ҫак ыйту ял тăрăхăсенче пурăнакансемшĕн социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Сергей Орлов хăйăн сăмахĕнче Чăваш Енре почта ҫыхăнăвĕ еплерех вăй илсе пынипе паллаштарнă. 2017 ҫулта мĕнпур почта уйрăмĕсенче техникăсене тĕпрен улăштарнă, кассăсене ҫĕнетнĕ, программăсем те хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăнине палăртнă ертӳҫĕ. Ҫĕнĕ хула микрорайонта почта уйрăмне хута янă. Ҫитес ҫулта Радужный тата Благовещенский микрорайонсенче те объектсем хута яма плана кĕртнĕ тесе каланă вăл. Филиал автопарка 30 процента яхăн ҫĕнетнĕ.

Палăртма кăмăллă, республикăра кашни район центрĕнче Почта Банк ĕҫлеме тытăннă. Халăх кăмăллă вĕсен пулăшăвĕсемпе. «Эпир пĕр вырăнта лăпланса лармастпăр, малаллах ăнтăлатпăр», - тенĕ сумлă хăна.   Чăваш Енре почта пайĕнче тăрăшакансем Раҫҫей шайĕнчи ҫирĕп йĕркесене пăхăнса халăха пулăшусемпе тивĕҫтерни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха тăснă май.    

«Чăваш Республикинче почта тытăмĕ хăватлă аталанать. Пуласлăхра тĕллевсем тата та пысăк.  Почта уйрăмĕсене тĕпрен ҫĕнетме палăртнă. Ҫитес тапхăрта халăхăн почтăн пулăшăвĕсене килте те илме пултарасси паллă», - тенĕ вăл.

Регионти филиалăн директорĕ Владимир Тимофеев ҫапларах каланă: «Эпир почта пайне тата та вăйлăрах аталантарса пыма тĕллев лартатпăр. 2017-мĕш ҫулта мĕнпур почта ҫыхăнăвĕсенче почта-касса техникисене ҫĕнетнĕ, программа хальхи пурнăҫпа тӳр килет, хуласенче электронлă майпа черетсене йĕркеленĕ. Шупашкарти Ҫĕнĕ хула  микрорайонта почта ҫыхăнăвне хута янă.  Пуласлăхра тата та икĕ объект хăпартса лартма тĕллев лартнă, вĕсем ытти микрорайонсенче пулĕҫ.  Почта ҫыхăнăвĕсен автопаркне 30 процента ҫити ҫĕнетнĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, халăх валли мĕнпур условисене пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитернĕ тесен те йăнăш мар», - палăртнă вăл.

Сергей Орлов Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Проектсене пурнăҫа кĕртессипе пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтанă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика