Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ
09.01.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Канашлăва пухăннисем ҫĕнĕ ҫулти мероприятисем пирки тарăн чарăнса тăнă, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмахланă.

Михаил Игнатьев уявсен мероприятийĕсем ҫав тери ҫӳллĕ шайра йĕркеленсе иртнине палăртнă, ятарлă служба ĕҫченĕсем хăйсене шанса панă ĕҫсене тивĕҫлĕн пурнăҫланине каланă.   

«Республикăри мĕнпур тытăмра вăй хуракансем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче ĕҫлекенсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленине кура, Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕсем паха иртнĕ. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни куҫкĕретех.  Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăлтăксем пулнă тĕслĕхсем сахалланнă.  Пушарсем тухнă тĕслĕхсен шучĕ тата автомашина ҫулĕсем ҫинче пулнă инкексен тĕслĕхĕсем чакнă. Апла пулсан, тĕллевлĕн ĕҫлени курать», – тесе палăртса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Грищенко объектсенчи строительство ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă. Сăмах май, уявсенче пурăнмалли ҫурт-йĕрсемпе ЖКХ тытăмĕнче пăтăрмахсем сиксе тухманнине асăннă.  Ятарлă специалистсем кунĕ-ҫĕрĕпе мĕнпур объектсенче сыхă тăнине, тимлĕхе самантлăха та куҫран вĕҫертменнине палăртнă.   

Коммуналлă хуҫалăх пайĕнче пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе тăнине, юсавсăр объектсем пачах та пулманнине каланă.   Запас сĕрмелли тата ҫунтармалли хатĕрсем пулнине те хыпарланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Кăтартусене пăхас пулсан, раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуҫласа кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕччен пурĕ регионта 11 авари пулнă, вĕсем шывпа ҫыхăннă. Кăлтăксене вăхăтра сирсе янă, пысăк чăрмавсем пулман тесен те йăнăш мар. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе 17 организаци ĕҫленĕ, вĕсен 72 техника кулленех ĕҫе тухнă. Кунта та йĕрке хуҫаланнă, кăлтăксем пулман.

Ялсенчи шывсем пирки сăмахланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫăлсене кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытмаллине асăннă. «Халăха таса шывпа тивĕҫтересси пирĕн ĕҫ. XXI-мĕш ĕмĕрте ватăсен ҫурăм ҫине ҫакса шыв йăтса ҫӳремелле мар», – тесе уйрăммăн палăртнă вăл.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче уявсенче халăха сыхă тăма хушма мерăсем йышăнса хăварнине палăртнă.  Мероприятисен планĕсемпе килĕшӳллĕн, тĕрĕслевсем те сахал мар ирттернине каланă.

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕччен пурĕ регионта 8 пушар пулнă. Вĕсен сăлтавĕсем – пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене халăх пăхăнманни куҫкĕретех тенĕ председатель. Ҫынсем пирус туртнă чухне асăрхануллă пулманни пăшăрхантарать, хутса ăшăтмалли хатĕрсемпе ĕҫленĕ чухне тимлĕхе ҫухатни сисĕнет. Пĕччен пурăнакан ватăсемпе, йывăр ҫемьесенче ӳсекен ачасемпе профилактика ĕҫне чылайтарах ирттермелле тенĕ вăл сăмаха май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кану ҫурчĕсенче граждансен тимлĕхе ҫухатмалла маррине чĕнсе каланă. Тепре чухне халăх хăй те айăпа кĕрет. Харпăр хăй пурлăхне страхлани аван, инкекрен ҫăлса хăварма пулăшать, кун пирки никамăн та манма юрамасть.  

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов автомашина ҫулĕсем пирки каласа панă. Министр ятарлă служба ĕҫченĕсем тивĕҫлĕ ĕҫленĕ тесе хакланă.  Юр нумай ҫунă вăхăтра регион шайĕнчи ҫулсем ҫинче пурĕ 180 техника тирпейлесе тасатса тăнине асăннă вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пĕлтĕрхи ҫул хресчен-фермер хуҫалăхĕсем пирки халăх ҫăхавсем ҫырнине аса илнĕ. Енчен те вĕсем ҫулсене тасатса тăма конкурсра ҫĕнсе илнĕ пулсан, хăйсен тивĕҫне кирлĕ пек шайра пурнăҫламалла тесе асăрхаттарнă. Малашне вĕсене ытларах тĕрĕслемеллине палăртнă. Муниципалитетсем хушшинчи ҫулсене вăхăтра тирпейлесе тăрасси тĕп тĕллевсенчен пĕри, кун пирки никамăн та манмалла мар.  

Ҫулсем ҫинче пулнă инкексем пирки Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс тĕплĕн каласа кăтартнă.  Кăҫал кăрлач уйăхĕн 1–8-мĕш кунĕсенче регионта пурĕ 229 инкек ҫулсем ҫинче пулнă. Вĕсенче 17 ҫын пăтăрмах тӳснĕ, пĕр ҫын вилнĕ. Кăтартусене пĕлтĕрхипе танлаштарас пулсан, чакнă, ку вара чи пахи тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Леонид Вакс.   

Йĕрке пăснă тĕслĕхсем асăннă тапхăрта пурĕ 143 пулнă. Вĕсенчен ҫурри ҫынсен пурлăхне вăрланипе ҫыхăннă. Электронлă майпа вăрă-хурахсем граждансен пурлăхне ҫаратнă.    

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа 222 пепке кун ҫути курнă тенĕ. Медицинăра тăрăшакансем кунĕ-ҫĕрĕпе сыхă тăнă, вăхăтра пулăшусемпе тивĕҫтернĕ, пăтăрмахсем пулманнине каланă вăл. Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче вăй хуракансемпе пĕрле вĕсен министерствин специалисчĕсем  йывăр ҫемьесенче пурăнакан шăпăрлансем патне кулленех тухса ҫӳренине, сывлăх енчен хавшаканнисене пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă министр, ҫулталăка ҫитмен ачасене медицина ĕҫченĕсем тĕрĕслесех тăнине те хыпарланă. «Кану кунĕсенче пурĕ 1259 ҫемье патне ҫитсе килнĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем ӳсĕр пулни сисĕнчĕ, условисем чаплах мар», – тенĕ Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс.   

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех асăннă тапхăрта, уявсенче пĕтĕмпе 2000 ытла мероприяти пулнине хыпарланă. Вĕсенче 750 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине пĕлтернĕ министр, право хуралĕн службинче тăрăшакансене халăха сыхă тăнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов Ҫĕнĕ ҫул мероприятийĕсенче пурĕ 220 пин ҫынна явăҫтарнине пĕлтернĕ. Ачасем хаваспах спорт уявĕсене хутшăннине палăртнă.  Шкулсенче, вулавăшсенче, спорт объекчĕсенче халăх тулли пулнине асăннă.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов пурĕ регионта спортпа ҫыхăннă 657 мероприяти иртнине асăннă, вĕсенче 373 пин ҫын хутшăннине пĕлтернĕ.   «Раштав чупăвĕ» йĕлтĕрпе чупса ăмăртассипе халăх йышлăн пухăннине хыпарланă министр.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров уявсене халалласа Украинăри Донецк тата Луганск облаҫĕсенчи ачасене пирĕн республика енчен парнесем парса хавхалантарнине каланă.  Ростов облаҫĕнче пурăнакансене те манманнине, вĕсене те тимлĕх уйăрнине асăннă, 1 189 196 тенкĕ пухнине, 5 пин ытла парне калăпланине хыпарланă. Паянхи канашлура Чăваш Республикинчи ҫамрăксен делегацийĕ Раҫҫей инвестици форумĕнче пулассине, мероприятисем нарăс уйăхĕн 14– 15-мĕш кунĕсенче Сочире иртессине каланă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика