Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Пĕтĕм Раҫҫейри «Наци кросĕ» ăмăртăва Чăваш Енре кăҫалхипе 16-мĕш хут йĕркеленĕ
23.09.2019Пĕтĕм Раҫҫейри «Наци кросĕ» ăмăртăва Чăваш Енре кăҫалхипе 16-мĕш хут йĕркеленĕ

В Чувашии в 16-й раз прошел Всероссийский день бега «Кросс Нации»Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енре ҫав тери пысăк мероприяти иртнĕ. Раççейре «Наци кросĕ» старт илнĕ. Чăваш Ен те айккинче юлман, ăмăртăва кăçалхипе 16-мĕш хут йĕркеленĕ.

Тĕп ăмăрту Шупашкарти заливра иртнĕ. Старт — 12 сехетре пуҫланнă. Яланхиллех ҫивĕч тупăшура  ҫĕнтерӳçĕсемпе призерсене медальсемпе парнесем кĕтнĕ. Ăмăртăва хутшăннă чи çамрăк, чи аслă çынсене тупса палăртнă.

Чăваш Енре палăртнă кун мĕнпур районсемпе хуласенче спорт ăмăртăвĕ анлă пулнă, халăх йышлăн пухăннă, сывă пурнăҫ йĕркине хапăл тăвакансем хăйсене тĕрлĕ дистанцире чупса кăмăлĕсене тултарнă.   

Старт параканĕ кăҫал пирĕн ентешĕмĕр, спортсменка-фристайлистка Лана Прусакова пулнă.  

Мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, пысăк ҫитĕнӳсем тума чĕнсе каланă.   

«Ҫакăн йышши мероприятисем пурсăмăра та пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлеме витĕм кӳреҫҫĕ. Раҫҫейре палăртнă мероприяти ырă йăлана кĕрсе юлчĕ. Спорта юратакансене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп. Эсир хăвăрăн тĕслĕхĕрпе ыттисене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентетĕр. Эпир хамăр енчен спорт уйрăмĕсене ҫĕнетсе пыма витĕм кӳрсе пыратпăр. Ҫулсерен инфратытăма ҫĕнететпĕр, физкультура анлă сарăлтăр тесе тăрăшатпăр. Ҫитес ҫул шкулсем таврашĕнчи футболла вылямалли 30 лаптăка юсаса илемлетме плана кĕртсе хăварнă. Объектсене тирпейлеме 500 млн пăхса хăварнă. Граждансене пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлесе пыма пикенĕпĕр. Апла пулсан, спортпа аталана пыма ҫулсерен хăтлă условисем йĕркелесе пыма условисем хатĕрлесе пырăпăр. Ҫак ĕҫсем пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Спорт – пирĕншĕн пурнăҫ норми пулса тăчĕ», тесе ҫирĕппĕн каланă регион Ертӳҫи.

Программăпа килĕшӳллĕн, ăмăртусем тапхăр-тапхăррăн иртнĕ, спортсменсем 1,3,4,6,8,12 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫула парăнтарнă.   

Чи малтан старта республика Правительствин, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем тухнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина финиша тухсан ҫапла каланă: «Пирĕн паян мала тухса ҫитĕнӳсем тăвасси тĕллев пулман. Пĕрле чупса, пĕрле савăнăҫлăн финиша килсе ҫитесси пулчĕ. Пурте туслăн ăмăртăва тухса финиша кăмăллăн чупса  пĕрле ҫитрĕмĕр», – тенĕ вăл.   

3 ҫухрăма чупас текенсем йышлăн пулнă. Залив хĕрринче ватти –вĕтти савăнса чупнă палăртнă кун.

«Спорта ҫӳрени яланах кăмăл-туйăма ҫĕклет, хаваслă пулма хистет. Кашни ҫын пĕр-пĕринпе калаҫса, кăмăла уҫма тăрăшать. Массăллă спорт пĕр-пĕринпе туслă пулма, килĕшсе ĕҫлеме вĕрентет. Халăх чылай пухăнни – Чăваш Енре пурăнакансем спорта юратнине ҫирĕплетсе параҫҫĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ финиша чупса тухнисене саламланă май.  

Яланхиллех пысăк кăтартусемпе палăрнисене медальсем, дипломсем парса хавхалантарнă. Кăҫал ăмăртусене хутшăнма Чăваш Енĕн тĕп хулинче 17 пин ытла ҫын пуҫтарăннă.

Пĕлме: 2018 ҫулта 70 пин те 148 ҫын хутшăннă массăллă чупăва. 2017 ҫулта – 61 222 ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлĕсене тултарнă.

Фоторепортаж     

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика