Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Тĕрлĕ шайри влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсемшĕн  обществăлла транспортсене пĕр чарăнми, вăхăтпа килĕшӳллĕн халăха тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать
12.10.2017Тĕрлĕ шайри влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсемшĕн  обществăлла транспортсене пĕр чарăнми, вăхăтпа килĕшӳллĕн халăха тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать

Бесперебойная работа общественного транспорта, обеспечение безопасности пассажирских перевозок – на контроле руководства Чувашии

 Тĕрлĕ шайри влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсемшĕн  обществăлла транспортсене пĕр чарăнми, вăхăтпа килĕшӳллĕн йĕркелесе халăха тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Ҫакăн пирки, шăпах та паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ канашлура анлăн ыйтăва сӳтсе явнă.

Ҫак шухăшпа, регион Пуҫлăхĕ каланă сăмахсемпе, Чăваш Республикин Прокурорĕ Василий Пословский килĕшнĕ.  Халăха турттарассипе тимлекенсен яваплăха туйса, саккуна пăхăнса, ҫирĕп йĕркепе ĕҫлемеллине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ку хутĕнче организацисем палăртакан тариф хакĕсем ҫинчен сăмах пуҫарнă.  Маршруткăсем ҫинче хаксем ытларах ӳссе кайни пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне час-часах ҫăхавсем килсе пыраҫҫĕ. Тĕслĕх вырăнне илсе, Шупашкартан Ҫĕрпӳне ҫити илсе ҫӳретекен маршрут пирки сăмах пуҫланă. Ку транспортсем ҫинче час-часах хак улшăнса пынине палăртнă. Тепре чухне вăл 50  е тата 70-100 тенкĕ те пулнине палăртнă. «Паллă, халăх мĕншĕн пăшăрханни. Хаксем ӳсни куҫкĕретех», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Ыйтăва Михаил Игнатьев ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Республика Правительствишĕн кулленех халăха илсе ҫӳретекен транспортсен ҫирĕп йĕркине палăртса хăварасси – тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă.  

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе республикăра 596 маршруткăна шута илнине асăннă, вĕсенчен 12 проценчĕ ҫирĕп йĕркепе кулленех ĕҫлеменнине пĕлтернĕ.  Автобуссен ытларах пайне министерство ҫирĕп тĕрĕслесе тăнине каланă.

Федераци саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыҫҫăн, уйрăм самантсене шута илсе, регион шайĕнче саккун базине ҫĕнетсе хатĕрлемеллине каланă, ыйтупа специалистсем тимлĕ тăрăшнине палăртнă министр.  2017 ҫул вĕҫлениччен ҫак ĕҫ хучĕ пурнăҫа кĕмеллине те уйрăммăн каласа хăварнă, 2018 ҫулта кăрлач уйăхĕнчен пуҫласа предпринимательсен йĕркене пăхăнса ĕҫлеме пуҫлассине палăртнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тĕрĕслев тата хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерекен Управленийĕн пуҫлăхĕ Алексей Метелкин хăйĕн докладĕнче тĕрĕслев ĕҫĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, пĕр ҫухрăмшăн ҫынсен 2,62 тенкĕ укҫалла, карттăпа тӳлес пулсан, 2,09 тенкĕ куҫармалла пулнă. Апла пулсан, Шупашкара Ҫĕрпӳне ҫитме икĕ хак йĕркеленнĕ, пĕрисем  - 93 тенкĕ тӳленĕ, теприсем 74 тенкĕ тӳленĕ.  Ҫак маршутпа «Чувашавтотранс» ГУП тата ИП Софронова Г.Г. ĕҫленĕ. Харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлекен предпринимателĕн пулăшу хакĕ  81 тенкĕпе танлашнă.  Кун пирки тĕпчев ĕҫĕсене пĕтĕмлетнĕ хыҫҫăн паллă пулнă тесе каланă Алексей Метелкин. Паллă, тепре чухне вăл хуларан ҫула май иртсе каякан маршруткăсем те халăхсене палăртнă вырăна илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ.  Ун чухне хаксем вара пачах урăхла, 70 е тата 86 тенкĕ пулать.  «Халăха илсе ҫӳретекен транспорт хуҫисем нумай чухне укҫа панăшăн билет парса тивĕҫтермеҫҫĕ. Тата ҫитменнине калас пулсан, вĕсем налук та тӳлеменни куҫкĕретех, ҫавăнпа хаксем пĕчĕккĕ вĕсен», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тĕрĕслев ĕҫĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене асăрхавпа право службисене илсе ҫитерме сĕннĕ.  Пур ҫĕрте те ҫирĕп йĕрке пулмалла тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи  Марина Кадилова хăйĕн сăмахĕнче ирĕклĕ ҫӳрекен транспортсем ҫинче пачах та терминалсем пулманнине асăннă.  Ҫавăнпа та вĕсем карттăпа тӳлемеллине пăрахăҫланă тенĕ вăл.  Халăхра кун пирки час-часах вĕсен службине ҫăхавсем килсе тăнине пĕлтернĕ.

Федерацин Налук службин Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳҫи Марина Петрова ыйтупа ҫитменлĕхсем пуррине ҫирĕплетсе каланă. Нумай маршрут хуҫисем предприниматель пек регистрацилеменнине пĕлтернĕ, апла пулсан, вĕсем саккуна пăхăнса ĕҫлеменни куҫкĕретех.  

 Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин УГИБДД ертӳҫи Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх, водительсем нумай чухне ҫулсем ҫинче ҫул-йĕр правилисене пăхăнмаҫҫĕ, вĕсене пула, халăх вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем чылай тенĕ вăл.  Шупашкарта уйрăмах кăтарту пысăк тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.   Канашлура муниципалитетри лару-тăрăва ҫирĕп тишкернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хулара ĕҫ-пуҫ ҫивĕчленни пĕтĕмпех муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ĕҫлекен должноҫри ҫынсен айăпĕпе пулнă тесе  каланă Алексей Ладыкова палăртса.  «Ҫак рынока таса чунпа, яваплăха туйса, саккуна пăхăнса ĕҫлемен предпринимательсене кĕртсе янă, эсир, ĕҫлеме ирĕк панă. Халĕ вара, айăп пирĕнте мар теме хăятăр, сăлтавсем шыратăр.  Ик алла шарт ҫапса ҫеҫ ҫӳретĕр», - ҫапларах каланă Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче, васкасах ҫирĕп йĕрке йышăнса хăвармаллине палăртнă, конкурссене ҫивĕчрех ирттермеллине каланă.   

 Малалли пулать...  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика