Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне палăртса уявсене халăхшăн пĕтĕм чун-чĕререн кăмăлпа, савăнăҫлă лару-тăрура ирттермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев
03.12.2019«Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне палăртса уявсене халăхшăн пĕтĕм чун-чĕререн кăмăлпа, савăнăҫлă лару-тăрура ирттермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Празднование 100-летия Чувашской Республики – это народное, национальное торжество. Всё нужно сделать с душой»Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев 2020 çулта Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне уявлас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн тата Республика кунне паллă тăвассипе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта паллă уява халалласа кăҫал юпа уйăхĕн варринченех пуҫласа пысăк мероприятисем йĕркеленсе иртме тытăннине хыпарланă. Чăваш Республикин Культура  кунĕсене кăҫал Крым Республикинче, Самара облаҫĕнче ҫав тери анлă ирттернине асăннă. Раштав уйăхĕн пуҫламăшĕнче ҫӳлерех асăннă мероприятине Пушкăртстан Республикинче уявлама плана кĕртсе хăварнине те палăртнă Пуҫлăх. 2020-мĕш ҫул валли тата та планра пысăк мероприятисем чылай пăхса хăварнă.   Мускавра, Санкт-Петербургра, Тутарстан Республикинче тата ытти регионсенче те паллă пулăмсем иртесси куҫкĕретех.  Вĕсене те пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн пăхса хăварнă.  

Уяв марафонĕн тĕп мероприятийĕ Чăваш Республикин тĕп хулинче иртесси паллă.

«Пирĕн ытларах ҫемйе йăли-йĕркисем ҫине тимлĕх уйăрмалла.  Кашни ҫын хăйсен йăх-тымарĕ пирки туллин хыпарсене пĕлсе тăтăр.  Пур ĕҫе те пĕтĕм чун-чĕререн кăмăлпа пурнăҫлама тăрăшмалла.  Уяв ҫӳллĕ шайра халăхшăн иртмелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Уявăн тĕп мероприятийĕсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тĕплĕн каласа кăтартнă. Уявăн тĕп шухăшĕ – Чăваш Ен туприне упраса хăварасси, 100 ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмĕшле тишкерсе анлăн сăнарласа кăтартасси. Юбилей ҫулталăкĕнче яланхиллех халăх кăмăлне каякан мероприятисем пулĕҫ.

Йăлана кĕнĕ фестивальсемпе конкурссемсĕр пуçне çĕнĕ мероприятисем кĕртнĕ программăна: наци тумĕсен фестивалĕ, хут купăсçăсен тупăшăвĕ, 5000-рен тăракан хорăн концерчĕ, куравсем, чăваш киновĕн эрни тата ыттти те. Уяв, малтанлăха палăртнă тăрăх, Шупашкарти "Олимпийский" стадионта ирттерме шухăшлаççĕ. Çавăн пекех хулари темиçе лапамра уяв мероприятийĕсем иртĕç. «Театр под открытым небом – 7 ночей» фестиваль регионта ҫитес ҫул пуҫласа иртĕ. «Нарспи», «Шывармань»  опера та халăх патне ҫитĕ.  Раҫҫейрен тата ют ҫĕршывсенчен халăх чылай килме кăмăл тунă.  Пултаруллăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе куракансене «тыткăна» илĕҫ.

Республика кунĕнче вара яланхиллех «Регионы - сотрудничество без границ»   мероприяти  пуласси планра пур.     Пĕр сăмахпа калас пулсан, культура мероприятисем анлă.  «Акатуй» чăвашсен уявĕ те пулĕ, унта та халăх валли тĕрлĕ культура, спорт мероприятисем иртĕҫ.

Мероприятисем чăнласах та, планра чылай, ҫавăнпа та кашни ĕҫе яваплăха туйса пурăҫламаллине чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса федераци шайĕнче  Мускавра ирттермелли  тĕп вырăн пирки  ыйтăва ҫитес вăхăтра татса памаллине каланă. «История Чувашского края в уникальных архивных документах» кĕнеке-альбом хайласа кăларасси пирки те сăмахланă ларăва пухăннисем. «Кĕнекене пичетлеме париччен, кашни ята, фамилине тĕрĕслесе тухмалла. Никама та манса хăварма юрамасть, пăшăрханмалла ан пултăр халăхăн», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Юбилей валли ятарлă буклетсем, афишăсем тата ытти материалсем те калăпласа пымаллине асăннă ĕҫ ушкăнĕн членĕсем.

«Мĕнпур уяв пĕрлĕхре пулмалла. Мероприятисем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăмалла. Ĕҫ ҫыннисем, ветерансем, паянхи ăсчахсем патне пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тесе пĕлтернĕ шухăша Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев.    

Таварсене, сувенирсене пĕтĕмпех Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине палăртса ятарлă пусăм тумаллине каланă. «Ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть» - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Указне тĕпе хурса ҫитес 2020-мĕш ҫул Республика кунне Хĕрлĕ Чутайĕнче ирттерме йышăннă. Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Башкиров уява хатĕрленсе пысăк ĕҫсем пурнăҫлама пуҫланине хыпарланă, республика енчен куҫакан тĕрев тавралăха тирпей-илем кĕртме тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ҫĕнетме тăкакланассине пĕлтернĕ. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика