Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Петербургра экономика форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Кемерово облаҫĕн Правительстви пĕр-принпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ
06.06.2019Петербургра экономика форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Кемерово облаҫĕн Правительстви пĕр-принпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

ПМЭФ-2019: Чувашская Республика развивает сотрудничество с КузбассомҪĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Петербургра экономика форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Кемерово облаҫĕн Правительстви пĕр-принпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Икĕ ен суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, культура ытти сферăсенче тачă ҫыхăнса ĕҫлеме килĕшнĕ.

Килĕшӳре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Кемерово облаҫĕн Губернаторĕ  Сергей Цивилев алă пуснă.

Малашне икĕ регион пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашса пырĕҫ, социаллă сферăпа сывлăх сыхлавĕнчи ыйтусене пĕрле сӳтсе явĕҫ.  Культура туризм енĕпе те икĕ ен пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси куҫкĕретех пулĕ.

Чăваш Республикипе Кемерово облаҫĕ хушшинчи таварсен ҫаврăнăшĕ пĕлтĕр 1 млрд иртсе кайнă, кăтарту 2017-мĕш ҫулхинчен  4 процент пысăкрах.

Чăваш енри предприятисем палăртнă региона тĕрлĕ техника таврашне, медицина хатĕрĕсене тата ытти таварсене тăратаҫҫĕ. Вĕсемпе тачă ҫыăнса ĕҫлекеннисем:  «Чувашторгтехника»  АО,  «Яхтинг» ТМЯО, «Лента» АО, «АККОНД» АО, «ЧЭАЗ» АО, «Экра» наукăпа производство предприятийĕ.

«Чăваш Енпе килĕшсе тахҫантанпах ĕҫлетпĕр. Пирĕн тăрăхри предприятисем сирĕнпе ĕҫлеме кăмăл тăваҫҫĕ. Ҫамрăк специалистсене хатĕрлесе кăларма пĕрне-пĕри пулăшу парăпăр. Кузбасса таварсене ăсатăпăр. Пĕрлехи проектсем сахал мар», - тесе пĕлтернĕ Сергей Цивилев.  

«Пирĕн потенциал пысăк. Вĕренӳ центрĕсем те хăватлă. Производствăсем ҫирĕп аталанаҫҫĕ. Туслăх малашне те ҫирĕпленсе пырасса ĕненетпĕр. Сирĕн республика культура енчен ыттисемшĕн тĕслĕхре. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пыма пуҫлăпăр», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Сăмах май, «Ҫамрăк профессионалсем» 2020-мĕш ҫулта Кемерово облаҫĕнче пулассине хыпарланă регион Ертӳҫи. 2021 ҫулта Кузбасса 300 ҫул пулать, кун пирки пĕлтĕр Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин алă пусса ҫирĕплетнĕ тенĕ вăл калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика