Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пир-авăрпа ҫăмăл промышленноҫăн ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани
09.06.2018Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пир-авăрпа ҫăмăл промышленноҫăн ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Пир-авăрпа ҫăмăл промышленноҫăн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Пир-авăрпа ҫăмăл промышленноҫ Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл экономикăн тĕрлĕ секторĕн производствин,  социаллă сфера ыйтăвĕсене татса пама пулăшать, халăха кирлĕ таварсемпе тивĕҫтерет, ҫынсен пурнăҫ шайне ҫĕклессине никĕслет.

Сирĕн продукци  кулленхи пурнăҫри хăтлăха, потребительсен пахалăхпа ҫыхăннă ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен ҫĕнĕ йышши изделисем. Отрасль предприятийĕсем ҫĕршыв рынокне хамăрăн продукципе тивĕҫтерессине курăмлă тӳпе хываҫҫĕ, импорта хамăр туса кăларакан таварсемпе улăштарас  ĕҫе хастар хутшăнаҫҫĕ.

Паян республикăн влаҫ органĕсен тата пир-авăрпа ҫăмăл промышленноҫ организацийĕсен умĕнче тăракан тĕп тĕллевсен шутĕнче  производствăна инвестици хывасси,  ĕҫе пысăк технологисем ҫинче никĕслесе ҫĕнетесси, продукци конкурентлăхне ҫĕклесси, пĕчĕк тата вăтам бизнесăн инноваци проекчĕсене пурнăҫласси.

Отраслĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем! Эсир ҫитĕнӳшĕн ĕҫлеме пултарни, профессие парăнни, яваплăха туйни, ырми-канми ĕҫлени чи ăшă тав сăмахĕсене тивĕҫ. Сире ĕҫре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, телей, ырлăх, ҫирĕп сывлăх, ыранхи куна шанма сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                           Михаил Игнатьев 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика