Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Владимир Путин 2018 ҫула Раҫҫейре Доброволецсен ҫулталăкĕ тесе пĕлтернĕ
07.12.2017Владимир Путин 2018 ҫула Раҫҫейре Доброволецсен ҫулталăкĕ тесе пĕлтернĕ

Владимир Путин объявил 2018 год в России Годом добровольцаРаштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин  Пĕтĕм Раҫҫейри «Доброволец России – 2017»  премине тивĕҫнисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă вăхăтра, 2018 ҫула Раҫҫейре Доброволецсен ҫулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

«Ҫынсен умĕнче  эсир тивĕҫлĕ ĕҫленин хаклавĕ, ахаль граждансене эсир пулăшу тата кирлĕ пек ыйтусене татса пама витĕм кӳретĕр, ҫĕршыв аталанăвĕшĕн тӳпе хывнишĕн те хаклав пулса тăрĕ.  Ку сирĕн ҫулталăк пулĕ, ҫĕршыври мĕнур граждансен ҫулĕ, пысăк ыркăмăллăхăр – ҫаксем пĕтĕмпех Раҫҫейĕн тĕп вăйĕ», - тенĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раҫҫейри волонтерсен форумĕнче пухăннисене саламланă май.

Палăртса хăваратпăр, Мускавра раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуҫласа 6-мĕшĕччен доброволецсен Пĕтĕм Раҫҫейри форумĕ иртет.

Раҫҫейри волонтерсен пĕрлешĕвĕшĕн чи пысăк пулăмĕ пулса тăчĕ,  мĕнпур ҫынсене - пуҫаруллă яш-кĕрĕме, лидерсене, активлă тăрăшса ĕҫлекенсене, обществăлла организацисене,  тĕрлĕ обществăлла юхăмсене, «кĕмĕл» ҫултисене те пĕр чăмăра пухма витĕм кӳрет.

Форумăн кульминацийĕ – Раҫҫей шоу-бизнесмен ҫăлтăрĕсен хăватлă мероприятийĕ тата «Доброволец России 2017» премийĕн ҫĕнтерӳҫисене чыслани пулса тăнă.

Пĕтĕм Раҫҫейри доброволецсен форумне Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă, вĕсем пĕтĕмпе 200 ҫын пулнă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика