Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Коронавирус инфекцийӗнчен сыхланас тӗлӗшпе Чӑваш Енри предприятисем медицина хатĕрĕсемпе, ҫăмăл автомашинăсемпе тата пахча ҫимӗҫ таварĕсемпе пулӑшаҫҫӗ
13.04.2020Коронавирус инфекцийӗнчен сыхланас тӗлӗшпе Чӑваш Енри предприятисем медицина хатĕрĕсемпе, ҫăмăл автомашинăсемпе тата пахча ҫимӗҫ таварĕсемпе пулӑшаҫҫӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарнипе волонтерсен  Пĕрлехи центрне хута янă.  Унта, коронавирус тапхăрĕнче ятарлă режим йышăннăранпа, пурĕ пине яхăн ыйтса ҫырнине тишкернĕ.  Республикăра пурăнакан ватăсем, 65 ҫултан иртнĕ ҫынсем, сусăрсем, пĕччен пурăнакансем апат-ҫимĕҫ, эмел илсе килсе пама пулăшусем ыйтса ҫырнă.  Волонтерсен Пĕрлехи центрĕнче пурĕ 403 ҫынна регистрациленĕ, вĕсем хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕҫсем тума йышăннă,  600 яхăн хастар резервра тăрать. Яш-кĕрĕм дистанци мелĕпе ĕҫлемелли майсене вĕренсе пырать. Ҫамрăксене медицина хатĕрĕсемпе туллин тивĕҫтереҫҫĕ. 

"Волонтерсем хушшинче ҫак кирлӗ ӗҫе хӑйсем тӗллӗн хутшӑнма кăмăл тăваканнисем пур.  Вӗсем тӗрлӗ ҫултисем, тӗрлӗ професси илнисем тата тӗрлӗ ĕҫре тăрăшакансем.  Апат-ҫимӗҫ таварĕсемпе пулӑшакансем те сахал мар. Республикӑри хастар ентешсене пурне те тав сăмахĕсем калатăп.  Предприятисемпе организацисен ертӳҫисене те ырă ĕҫе хутшăнса, халăха пулăшу панăшăн мухтатăп»,  - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Хальхи вӑхӑтра халӑха хӑйсен тӳлевсӗр пулӑшӑвӗпе Чӑваш Енри 25 компани тивĕҫтерет. Сӑмахран, "РусГидро" ПАО медицинăра усă курмалли икĕ ИВЛ аппаратне туянма 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. "Пике" ҫӗвӗ фабрики волонтер тата медицина организацийӗсене хӑйсен производстви тирпейлесе кăларнă маскăсемпе 400 пине яхӑн тенкӗлӗх тивĕҫтернĕ.  "Ҫӗнӗ Шупашкар" теплица комплексӗ кашни эрнере 5 тонна пахча ҫимӗҫ парса хавхалантарать,  вӗсене волонтерсем урлӑ 65 ҫул аслӑрах ватӑ ҫынсене кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Ака уйăхĕн 15-мӗшӗнчен пуҫласа "Альянс-Авто" компанисен ушкӑнӗ 6 ҫӑмӑл автомашина вăхăтлăх волонтерсен организацийӗсене панă. Республикӑри медицина центрӗн ӗҫченӗсене, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрекенсене уйрăм предприятисемпе организацисем вĕри апатпа тивĕҫтереҫҫĕ.  Чӑваш Ен предприятийӗсемпе организацийӗсем  vmeste.cap.ru. портал урлӑ ырă ĕҫ тăвакансен шутне кӗме пултараҫҫӗ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика