Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа хĕрарăмсен сывлăхне халалланă наукăпа практика ĕçне хутшăннă
28.11.2016Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа хĕрарăмсен сывлăхне халалланă наукăпа практика ĕçне хутшăннă

 


 Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа хĕрарăмсен сывлăхне халалланă наукăпа практика ĕçне хутшăннă. Конференци  К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ. Асăннă мероприятине «Уçă университет» проектпа килĕшӳллĕн Лейла Адамян Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕпе пĕрле йĕркеленĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ йĕркелӳçĕсене тав тунă. Конференцине пухăннисене Аннесен кунĕпе ырлăх-сывлăх, телей, юрату суннă. Раççей Федерацийĕн наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствинче штатра тăман тĕп специалиста, акушер гинеколога, А.И.Евдокимов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университетĕнче хирурги факультечĕн кафедра заведующийне Лейла Адамяна çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине йĕркелесе ирттернĕшĕн ырланă, унăн професси шайне пысăка хурса хакланă.  Чăваш Республикинче ача амăшĕпе ачалăх институтне патшалăх енчен пулăшассине туллин тивĕçтернине асăннă Михаил Игнатьев. Регионта çемьери йăла-йĕркесене, ламран лама тытса пырса куçарса пынине палăртнă. Кăмăл-сипет туйăмне аталантарассипе те çемье институчĕсем тарăн ĕçленине пĕлтернĕ. «Çирĕп   çемье – патшалăх тĕрекĕ.  Пирĕн ачасене пысăк тавракурăмлă пулма хăнăхтарса вĕрентсе пымалла. Тăван çĕршыва, аслисене, атте-аннене,  тус-юлташсене хисеплеме вĕрентмелле.  Пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупма кирлĕ пек условисем йĕркелесе памалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Енре аталанса пыма сахал мар услови йĕркеленĕ.  «Эпир çынна инвестици хыватпăр.  Пирĕн пуласлăх – çамрăксенче», -  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Республикăра вĕрентӳ инфратытăмĕ куçкĕретех вăй илсе пырать. Чăваш Республикинче экономика пайне аталантарассипе Правительство курăмлăн ĕçлет. Кулленех регионта ĕçлекенсен шалу укçин виçи ӳсет, халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ ырă енне улшăнса пырать.

 Наукăпа практика конференцине пухăннисене РФ наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лейла Адамян саламланă, уйрăмах Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева,  ача амăшĕпе ачалăх институтне патшалăх енчен пулăшассине туллин тивĕçтернĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  «Тавах, Сире амăшĕсем патне хăйсен ывăлĕ пек сума сунса хисеп тунăшăн, çамрăксем патне вĕсен ашшĕ пек, хĕрарăмсем патне вара чăн-чăн арçын пек пулса ырă енчен хăвăра тĕслĕх пек кăтартса панăшăн», - тенĕ Лейла Адамян.  Сăмаха май, вăл çакăн пек пысăк мероприятине ирттерме Чăваш Республикине суйлани ăнсăртран мар пулнине каланă. Регионта çемье ăнлав çав тери çӳллĕ шайра, амăшĕсене хисеплени вара калама çук пысăк пархатарлă пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ.  Çĕршыври паллă ăсчахсем ирттернĕ лекцисем, пуласлăхшăн витĕм кӳрессине, çемьере тата та ырă улшăнусем тума, ăрăва тăсма пулăшасса шанса каланă.

 Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче, 2017-мĕш çула Чăваш Ен Пуçлăхĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннине, указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.  Михаил Игнатьевăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна, хĕрарăмсене валли усăллă канашлу ирттернĕшĕн Лейла Адамяна чĕререн тав тунă.   Канашлăва пухăннисем акушери тата гинегологи енĕпе тĕрлĕ кăсăклă ыйтусене пăхса тухнă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.  Тĕплĕнрех

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика