Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ
09.01.2018Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

 Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Чи малтанах кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене тишкерме тытăниччен, Михаил Игнатьев регионта Ҫĕнĕ ҫул тата Раштав уявĕсем ҫав тери ăнăҫлă иртсе кайнине, мероприятисем пуриншĕн те кăмăллă пулнине асăннă. Чи пахи вара пăтăрмахсем уявсенче пулманни, йĕркелӳҫĕсем хăйсен ĕҫĕсене ҫӳллĕ шайра пурнăҫланине палăртнă вăл. «Уявсен кану кунĕсенче ҫемьесем туслăн тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. Апла пулсан, халăх канăва усăллă ирттерни куҫкĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    Право хуралĕнче тăрăшакансене тата ытти службăра тимлекенсене ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернĕшĕн тав тунă. Кăҫал тата та халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерессипе сахал мар вăй хумаллине палăртнă.

Паян, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ канашлура ҫĕнĕ ҫулта миҫе пепке кун ҫути курни пиркипе кăсăкланнă. Кăҫалтан пуҫласа, РФ Президенчĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫемьесенче пĕрремĕш ача ҫуралсан, вĕсем кашни уйăхрах пулăшăва тивĕҫнине тепĕр хут асăнса хăварнă.  Пулăшу уйăхсерен 8 910 тенкĕ куҫасси паллă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче паянхи кун тĕлне республикăра 264 пепке ҫуралнине пĕлтернĕ. Вĕсенчен 154 арҫынача, 110 хĕрача кун ҫутине килнĕ.  Кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăк тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май. Калама ҫук савăнăҫ, ҫемьесенче иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕш ача ҫурални, ку енĕпе те ҫитĕнӳсем чылай.

Правительство членĕсем уявсенче йĕркеленĕ ĕҫсен кăтартăвĕсене тишкернĕ, спорт ăмăртăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  

 Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕччен, пурĕ регионта 13 пин ытла мероприяти иртнине асăннă. Вĕсенче 650 пин ҫын хăйсен кăмăлне тултарнă. Ҫутă Раштав уявĕнче республикăра 195 чиркӳре кĕлĕ иртнĕ.  

Ҫĕнĕ ҫул ҫулҫӳревĕнче халăх ултă муниципалитетра пулнă, тĕрлĕ куравсемпе паллашнă. Асамлă мероприятисем ҫынсене чăннипех те «тыткăна» илнĕ.  Кăҫал республикăна уявсене 19 пин турист килнĕ. Пĕлтĕрхинчен кăтарту 12 процент нумайрах пулни курăнать тенĕ министр.

Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев регионти ачасем Мускаври тĕп уява ҫитсе килни пирки каласа кăтартнă. Чулхулара РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи Полномочиллĕ представителĕн  ёлкинче шăпăрлансем питĕ хĕпĕртенине пĕлтернĕ министр.

Ҫĕнĕ ҫул уявĕсенче спорт ăмăртăвĕсем сахал мар иртнĕ. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков пурĕ регионта 600 мероприяти пулнине асăннă, вĕсенче пурĕ 370 пин ҫын хутшăннине пĕлтернĕ.

Ҫак эрне те спорт мероприятисенчен пуян тенĕ вăл сăмаха тăсса. Ҫĕнĕ Шупашкарта кăрлач уйăхĕн 14-15-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн М.В.Игнатьевăн Кубокне тивĕҫессишĕн ҫăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ăмăртусем пулассине асăннă. Ҫĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн  ертӳҫи Ольга Чепрасова тата Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Анатолий Павлов уяв мероприятийĕсем муниципалитетсенче ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртнине палăртнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов ҫĕнĕ ҫулта пурĕ 6 авари шута илнине, вĕсенчен 5-шĕ шывпа ҫыхăннине, тепри вара Ҫĕрпӳре ăшăтмалли тытăмпа ҫыхăннине пĕлтернĕ. Инкексене вăхăтра сирсе янине асăннă министр, ЖКХ пайĕ пĕтĕмпех йĕркеллĕ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров юлашки 15 кун хушшинче республикăра  31 пушар алхаснине палăртнă. Пĕр ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнине пăшăрханса пĕлтернĕ. Фейерверк та чăрмав кӳни сисĕнет, 4 ҫын сусăрланнă, вĕсенче пĕр ача инкек тӳснĕ.

Хулара юрăхсăра тухнă ҫуртсем пур-ха, вĕсем ытларах чухне пушар алхастарма пултараҫҫĕ тенĕ сăмаха тăсса Вениамин Петров.  Ыйту пысăк тимлĕх уйăрма хистет тенĕ вăл.

Тепĕр пысăк йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – пăр ҫине пулăҫăсем тухни. Ку тема та кун йĕркинчех пулмаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс уявсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе 739 ҫын сыхă тăнине пĕлтернĕ. Халăх дружинин членĕсем те хастар ĕҫе кӳлĕннине палăртнă вăл.

Уяв кунĕсенче кăрлач уйăхĕн 1-8-мĕш кунĕсенче ҫулсем ҫинче пурĕ 25 инкек пулнă, пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнисем ҫук.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче регионти пысăк предприятисем кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнчен ĕҫе кӳлĕннине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче 2018-мĕш ҫул валли йышăннă бюджетпа ĕҫлеме хатĕррине каланă.

Канашлура тарифсем пирки те чарăнса тăнă, хаксем кăштах хăпарнине пĕлтернĕ  Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова. Уйрăм муниципалитетсенче тариф хакне хăпарĕ. Вырăнти халăха социаллă пулăшу пама, республика хыснинче пулăшу уйăрма укҫа-тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн социаллă пулăшу куҫасси те куҫкĕретех, халăхăн ҫакна лайăх ăнланма тăрăшмалла. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика