Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава хутшăннă
25.06.2020 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава хутшăннă

Врио Главы Чувашии Олег Николаев проголосовал за внесение поправок в Конституцию РФ

Ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре пĕтĕм ҫĕршыври пекех Раҫҫей Федерацийĕн Конституцине тӳрлетӳсем кĕртессипе сасăлав пуҫланнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев паян сасăлава хутшăнакан пĕрремĕш ҫын  пулчĕ.  Ҫĕршывăн тĕп саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртессипе иртекен сасăлава халăх хастар хутшăнать. 

Олег Николаев Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕнче 1944-мĕш участокра сасăланă. Асӑннӑ участок Правительство ҫурчĕпе юнашар вырнаҫнине шута илсе, вăл унта сасăлама йышăннă. Ирӗклӗ сасӑлав удостоверенине вăл маларах Патшалăх пулăшăвĕсен сайтĕнчен илнĕ.  

Сасăлав хыҫҫăн Олег Николаев хăйĕн шухăшне каласа пама килĕшнĕ. «Сасăлав пуҫлансанах, эпĕ тӳрех саккун проекчĕпе килĕшрĕм.  Унта, шăпах та, Раҫҫей Федерацийĕн гражданĕсен  тĕп гарантийĕ ҫирĕпленнĕ.  Социаллă стандартсемпе тивĕҫтерни, уйрăмах сывлăх сыхлавĕн пулăшăвĕ кашни ҫын патне тĕллевлĕн  вăхăтра ҫитни пĕлтерĕшлĕ», - тесе палăртнă Олег Николаев.  

Сăмах май, пурне те сасăлава кайма чĕнсе каланă.  Документ кашнин пурнăҫне ырă енне куҫарма витĕм кӳрессине палăртнă.

Сасăлав участокĕсенче хăрушсăрлăх мерисене ҫирĕп пăхăнаҫҫĕ. Кирлĕ пек ятарлă хатĕрсемпе пурне те тивĕҫтереҫҫĕ. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика