Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
12.03.2018Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Эсир право сыхлавӗн тытӑмӗн тӗп принципӗсенчен пӗрне – пре­с­­­туп­ле­ни ту­нӑшӑн айӑплав пурпӗрех пулассине ти­вӗҫ­теретӗр. Сирӗн яваплӑхӑр шутне тӗрмере ларакансене тытса усрассипе вӗ­сен прависене пӑхӑнас­си кӑна мар, ҫавӑн пекех йӑнӑш утӑм тунӑ ҫын­­­сене тӗрӗс пур­нӑҫ патне таврӑнма пулӑшасси те кӗрет.

Ӗҫ условийӗсем ансатах маррине пӑхмасӑр, Федерацин ай­ӑ­п­лава пурнӑҫлакан службин Чӑваш Республикинчи – Чӑваш Енри уп­равленийӗн сотрудникӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫ­ла­са пыраҫҫӗ. Вӗсен професси ӑсталӑхне пула республикӑри юсану уч­режденийӗсенче ҫирӗп тата йӗркеллӗ лару-тӑру сыхланса юлать.

Управлени сотрудникӗсем хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнни, при­ся­гӑпа служба тивӗҫӗсене ҫирӗп пӑхӑнса пыни хальхи юсав слу­жби умӗн­че тӑракан тӗллевсене татса парас тӗлӗшпе пы­сӑк ҫитӗ­нӳ­сем тума май парасса шанса тӑратӑп.

Юсану колонийӗсенче тата следстви изоляторӗсенче ҫӑмӑлах мар ӗҫре вӑй хуракан мӗнпур ӗҫчене ҫирӗп сывлӑх, телейпе са­вӑнӑҫ, ҫемье ырлӑхне тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                              М. Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика