Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  2019 ҫулта Чăваш Ен территоринчи чукун ҫулсен инфратытăмне аталантарма 2,4 млрд инвестици хывĕҫ
16.05.20192019 ҫулта Чăваш Ен территоринчи чукун ҫулсен инфратытăмне аталантарма 2,4 млрд инвестици хывĕҫ

В развитие инфраструктуры железных дорог на территории Чувашии в 2019 году будет инвестировано 2,4 млрд рублейҪу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей чукун çулĕ» АУО филиалĕн – Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лесунпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Регион Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йр хуҫалăхĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Евгений Павлов, Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова,  «Раҫҫей чукун ҫулĕ» АУО филиалĕн – Чул хула чукун ҫулĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Владимир Тюленев, территори управленийĕн ертӳҫин ҫумĕ Александр Черемнов, «Содружество»  АО генеральнăй директорĕ Азат Ахметшин, Шупашкарти   чукун ҫул станцийĕн пуҫлăхĕ Владимир Никифоров хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев   «РЖД» АУО филиалĕн – Чул хула чукун ҫулĕн ертӳлĕхне регионпа килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Малашне те ĕҫлĕ ҫыхăнусем ҫирĕпленсе ҫеҫ пырассине шанса каланă, чылайранпа туслă ҫыхăну ӳлĕмрен те пулассине, шанчăклă ĕҫтешсем шутланасса палăртнă.

Анатолий Лесун наци проекчĕсемпе ĕҫлемелли пĕрлехи проектсем пирки чарăнса тăнă. Кăҫал виҫĕ хут та ытларах Чăваш Ене инвестици хывнине пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи. 2018 ҫулта 718 млн чукун ҫулĕсем ҫине тăкакланă пулсан, кăҫал кăтарту 2,4 млрд ҫитессине асăннă вăл.

«РЖД» организацийĕсем регионсенче сахал мар налук хывса пыраҫҫĕ. Чăваш Енри филиал республика хыснине 285 млн куҫарнă. Паянхи куна палăртнă тытăмра республикăра 2500 пин ҫын тăрăшать. Вăтамран вĕсен уйăхсерен илекен шалу укҫи 39,5 пин тенкĕпе танлашать.  

Калаҫу вăхăтĕнче таварсем турттармалли,  груз ҫыхăнăвне кирлĕ пек йĕркелемелли ыйтусем тавра та сăмах пуҫарнă. Республикăра строительство ĕҫĕ хăвăрт ӳссе пынине кура, чукун ҫулĕсемпе кирлĕ пек хатĕрсем чылай илсе килнине те асăннă вĕсем. Кăтарту самай хăпарчĕ тенĕ вăл.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти актуаллă ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Хăрушсăрлăх теми ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă ертӳҫĕсем паянхи тĕлпулура. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика