Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ
26.11.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Глава Чувашии предложил создать при исправительных учреждениях центры, где осужденным помогут избавиться от наркотической и алкогольной зависимостиЧӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ ҫынсене тупса палăртассине, вĕсене пăтăрмахсенчен туртса кăларма май паракан мероприятисене йĕркелесе пырассине тишкерсе тухнă.  Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствин наркотиксен ҫаврăнăшне тĕрĕслесе тăрассипе ĕҫлекен управленийĕн пуҫлăхĕ Данис Шакуров тĕплĕн каласа кăтартнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче наркăмăшсемпе алхасакан ҫынсене, йывăрлăхсенчен туртса кăларма май паракан мероприятисене ытларах та ытларах йĕркелесе ирттермеллине, хăшĕсене ĕҫсене явăҫтарма май пур, условисем хатĕрлесе памаллине чĕнсе каланă. Тен ун пек чухне наркăмăш аллине кĕрсе ӳкнисен тӳрĕ ҫул ҫине тăрас кăмăл-туйăм ҫуралĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Федерацин айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Енри управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Вадим Адров хăйĕн докладĕнче «Аврора» реабилитаци центрĕн ĕҫ-хĕлĕ пирки чарăнса тăнă. Унта лекнисемпе специалистсем тăтăшах тĕрлĕ усăллă канашсем йĕркеленине, пăтăрмахсене парăнтарма вĕрентнине, тӳрĕ ҫул ҫине тăма воспитани парса пулăшнине те хыпарланă вăл.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кун евĕр центрсене ытти учрежденисен базисен ҫумĕнче те йĕркелесе ярсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ.

Чăваш Республикинчи наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн 2019 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсем пирки тата ҫитес ҫула валли палăртнă планпа обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тата коррупцине хирĕҫ кĕрешес ыйтусемпе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Управленийĕн ертӳҫи Сергей Галошев тĕплĕн каласа панă.   Чăваш Енри наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн аппарачĕ тăтăшах республикăри тĕрлĕ муниципалитетсенче ĕҫлĕ визитпа пулнине палăртнă вăл. Вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин прокуратура ĕҫченĕсем, Чăваш ЕНри шалти ĕҫсен министерствин представителĕсем, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинче тăрăшакансем, Чăваш Республикин юстици министерствин ĕҫчешĕсем 2019 ҫулта Куславккара, Каҫал енре, Красноармейски районĕнче, Пăрачкавра, Вăрмарта, Елчĕкре, Ҫĕнĕ Шупашкарта,  Шупашкар хулин мĕнпур районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă тесе пĕлтернĕ ертӳҫĕ.  Муниципалитетсенчи комиссисен пайташĕсене тĕрлĕ сĕнӳсем парса пулăшнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.  Ҫĕмĕрлепе Етĕрне районĕсенче тимлекен комиссийĕсен ĕҫĕсене тарăн тишкерсе тухнине те хыпарланă вăл.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссисен ĕҫне анлăрах йĕркелеме, профилактика енĕпе тĕллевлĕн мероприятисем ирттерме чĕнсе каланă. «Кашни ҫынпа курнăҫса, вĕсене йывăрлăхсенчен туртса кăларма май паракан мероприятисем пурнăҫламалла.  Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене ирттермелле, ҫемье пуянлăхĕ пирки, йăла-йĕркепе ҫыхăннă мероприятисене ирттермелле», - тесе палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика