Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи ҫĕнĕ микрорайонсенчи строительство ĕҫĕсемпе паллашнă
07.09.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи ҫĕнĕ микрорайонсенчи строительство ĕҫĕсемпе паллашнă

Глава Чувашии проверил ход застройки новых микрорайонов в городе ЧебоксарыАвăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи ҫĕнĕ микрорайонсенчи строительство ĕҫĕсемпе паллашнă, «Амазония» этнокомплекс объектĕнче тăрăшакансемпе тĕл пулса калаҫнă.

Регион Ертӳҫи чи малтан «Университет» микрорайонта пулнă. Паянхи куна вăл районта 8 пин ҫын пурăнать.  Пуласлăхри ĕҫсемпе регион Ертӳҫине Михаил Игнатьева «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов тĕплĕн паллаштарнă.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене хăпартса лартассипе 7 объектра строительсем тăрăшаҫҫĕ. Кăҫал планпа килĕшӳллĕн, 25 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута ямалла. Ҫитес ҫул кăтартăва ӳстерме, 40 пин тăваткал метр чухлĕ пурнăҫа кĕртме палăртнă.    

Планпа килĕшӳллĕн, микрорайонта ача сачĕн икĕ ҫуртне ҫĕклеме йышăннă. Вĕсенчен пĕри 2019 ҫулта ҫулла хута кайĕ.   Объект валли 190 млн яхăн пăхса хăварнă. Микрорайонта ҫĕнĕ шкул тăвас ыйту та кун йĕркинчех.

Районта ҫулсем сарма проектсене хатĕрленĕ, экспертиза кăларнă. Халăх микрорайонта спорт комплексне тума ыйтать. Объектсене хăпартса лартма ҫĕр ыйтăвĕсене татса панă. Николай Угаслов мĕнпур ĕҫсене 2025-мĕш ҫул тĕлне пĕтĕмпех вĕҫлеме тĕллев лартатпăр тенĕ.

Михаил Игнатьев Атăл ҫыранĕ хĕррине анмалли ҫулсене тирпейлесе сарасси пирки ыйтăва ҫĕкленĕ, хула администрацийĕпе килĕшсе объектсене пурнăҫа кĕртме ыйтнă.

Ĕҫлĕ визитăн программипе килĕшӳллĕн, регион Ертӳҫи «Амазония» этнокомплекса ҫитсе килнĕ. Ҫак проект туризм енĕпе чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри.    

Объектра ҫулсене сарассипе «Стройка-21» ТМЯО тимлет. Строительство ĕҫне пурнăҫлама 50 млн куҫарса панă. Паянхи кун тĕлне илес пулсан, пурĕ те 22 млн кăна усă курнă. Алă пусса ҫирĕплетнĕ ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн объекта 2018 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕҫлемелле. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ организаци палăртнă объектра сӳрĕк ĕҫленине каланă, халăх кулленех ыйтăва хускатнине, пăшăрханнине пĕлтернĕ. Ĕҫлекенсем /рабочийсем/ хăйсен шухăшне палăртнă, сахал укҫа панине е тата пачах та тӳлеменнине каланă.

Республика Пуҫлăхĕ енчен те предприяти, уйăрнă укҫапа туллин тĕллевлĕ усă курмасан, малашне куҫарса парассине чарса лартма пултарасси те куҫкĕретех тенĕ, подрядчиксене ĕҫĕн хăвăртлăхне ӳстерме, объектсенче строительсен йышне нумайлатма хушнă.

Палăртнă кун регион Ертӳҫи хулари Мускав районĕнчи Атăлăн ҫыран хĕрринчи строительство ĕҫĕсемпе те кăмăлсăрланнă. Кунта та планпа килĕшӳллĕн ĕҫсем пулса пыманнине асăрханă ертӳҫĕсем, «Автодор» ТМЯОне кăлтăксене пĕтерме хушнă.

«Укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ пăхса хăварман тесе халăх хушшинче суя хыпар ҫӳрет. Укҫине пĕтĕмпех куҫарса панă подрядчика. Влаҫри ҫынсене граждансем критиклеҫҫĕ. Подрядчиксем вăхăта вăраха тăсса, тĕлли-паллисĕр ĕҫлеҫҫĕ. Кун пек юрамасть, хăвăр ҫине илнĕ ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламалла», асăрхаттарнă Михаил Игнатьев, федераци центрĕнчен куҫнă укҫапа тĕллевлĕн усă курмалла, объекта туса пĕтерме ҫирĕп каланă.

Официаллă ҫынсем вăл кун «Ҫĕнĕ хула» микрорайонти ĕҫсемпе те паллашнă. Паянхи куна унта 5,5 пин ҫын пурăнать. 2009-мĕш ҫултан пуҫласа пурĕ нумай хваттерлĕ  33 ҫурт хăпартса лартнă. Кăҫал  13 объект пурнăҫа кĕресси планра пур.

2019 ҫулта микрорайонта ача сачĕ пулать. «Вĕрентĕве аталантарас» патшалăх программипе килĕшӳллĕн, кăҫал пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул хăпартассипе тăрăшаҫҫĕ. Унта харăсах 1600 ача вĕренме килме пултарать. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ микрорайонта пурăнакансемпе тĕл пулса калаҫнă. Ҫынсем транспорт ыйтăвне хускатнă, телефонсемпе калаҫма ҫыхăнусем япăх, сигнал час-часах ҫухалать тесе пĕлтернĕ. Вырăнти халăх районпа кăмăллă, инфратытăм паха тесе хаклать. Ҫакна  республика Пуҫлăхĕ хăй курса ĕненнĕ. «Эйм-Инвест»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Анатолий Леонтьев тата  «Иско-Ч»  АУО генеральнăй директорĕ Александр Героев республика Ертӳҫине тата ытти официаллă ҫынсене «Ҫĕнĕ хула» микрорайонти инфратытăмпа паллаштарнă, строительство ĕҫĕсем пирки хыпарланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ районта  ертӳҫĕсемпе тата ытти официаллă ҫынсемпе канашлу ирттернĕ, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене хускатнă, ипотека пирки сăмахланă. Юлашки ҫулсенче халăх ипотекăпа усă курни куҫкĕретех. Пысăк кăтартусем те ҫакнах ҫирĕплетсе параҫҫĕ.  Нумай чухне ҫынсем пая кĕрсе хваттер туянаҫҫĕ. Михаил Игнатьев халăхăн укҫипе асăрхануллă пулма, вĕсене тĕлли-паллисĕр тăкаклама юраманнине асăрхаттарнă, объектсене вăхăтра ҫĕклесе лартмаллине, ҫынсене пăлхантармалла мар тенĕ.  Енчен те кăлтăксем сиксе тухсан, йĕрке пăснине тупса палăртсан, явап тытасси куҫкĕретех пулĕ тесе ҫирĕп каланă Михаил Игнатьев.

Республикăра патшалăх программисене пурнăҫа кĕртессипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. Ипотека кредичĕсене илме халăха лайăх условисем йĕркелесе панă, процент ставки пĕчĕк пулни вара ҫамрăксене пушшех те хытă савăнтарать. Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов регионта 3,9 пин ҫемье субсиди тивĕҫнине пĕлтернĕ, республика бюджетĕнче 2018 ҫулта 105,8 млн пăхса хăварнă тенĕ.  Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев ӳлĕмрен кирек-епле строительство ĕҫне тытăниччен, халăх сĕнĕвне те шута илме, плана ҫирĕп пăхăнса пымаллине асăрхаттарнă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика