Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче, «Ҫамрăк профессионалсем» («WorldSkills Russia») регионти VI-мĕш чемпионатне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă
05.12.2017И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче, «Ҫамрăк профессионалсем» («WorldSkills Russia») регионти VI-мĕш чемпионатне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев открыл VI Региональный (открытый) чемпионат «Молодые профессионалы (WorldSkills Russia)» в Чувашской РеспубликеИ.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче, «Ҫамрăк профессионалсем» («WorldSkills Russia»)  регионти VI-мĕш чемпионатне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Мероприятине пухăннисене регион Ертӳҫи ăшшăн саламланă. Чемпионатăн тĕп тĕллевĕ ҫамрăксене паха профессисем суйласа илме витĕм кӳресси, вĕсене валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси.  Ҫак юхăма Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата ҫĕршыв Правительстви тĕпе хунине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Чăваш Республики ҫамрăк профессионалсен юхăмне 2012-мĕш ҫулта кĕнĕ.  Регионсен хушшинчи центра хута янă, WorldSkills Russia Наци операторĕпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ. Сăмаха май, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан производство пĕр вырăнта тăманнине палăртнă, специалистсем хăйсен пĕлӳ шайне кулленех ӳстерсе пынине, ҫамрăксем пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕҫлеме кӳлĕннине те палăртнă Михаил Игнатьев.   Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Шупашкарти «Садовый» микрорайонта Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕпе Алексей Текслерпа пĕрле цифрăллă ҫĕнĕ подстанци хута янине асăннă.  Вăл объектра кирек епле условисенче те ĕҫлеме май килнине уйрăммăн каласа хăварнă.

«Ĕҫ рынокĕнче хăвăра яланах тупма пултаратăр, паха специалистсем кирек-хăҫан та кирлĕ», - тесе чĕнсе каланă ҫамрăксене республика Ертӳҫи.  Ăмăртусенче ҫамрăк пултаруллă яш-кĕрĕм хăйсен пĕлӳ шайне кăтартма, хĕрӳ тупăшура мала тухассишĕн ăсталăха туптани пирки ҫирĕплетсе пама пултарать.

Уявра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти технологи техникумĕнче вăй хуракан Ольга Герасимовăна Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ вĕренӳ ĕҫченĕ ята илнине ҫирĕплетекен удостоверени парса чысланă.

«Раҫҫей WorldSkills Russia юхăмне ҫу уйăхĕнче кĕнĕ, Чăваш Республики вара 2012-мĕш ҫулта авăн уйăхĕнче хутшăнма пуҫланă. Енчен те республика ертӳлĕхĕ витĕм кӳмен пулнă пулсан, ҫак ĕҫе кӳлĕнме ҫăмăлах пулман пулĕччĕ», - тенĕ Чăваш Енри «Ҫамрăк профессионалсем» регионти уйрăмĕн ертӳҫи Алексей Судленков. Нацин пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Енрен хутшăнакан ҫамрăксем ҫулсерен пысăк ҫитĕнусемпе палăрнине уйрăмăн палăртса хăварнă вăл. «Чи пахи – эсир хăвăрăн пултарулăхăра кăтартса пама пĕлни, ыттисемпе ăмăртни», - тесе чĕнсе каланă вăл чемпионата хутшăнакансене.

Торжествăлла пай концертпа малалла тăсăлнă.

Палăртса хăваратпăр,  Чăваш Республикинче «Ҫамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia)  чемпионат раштав уйăхĕн 4-8-мĕш кунĕсенче иртет.  Палăртнă мероприятине РФ 10 регионĕнчен 40 вĕренӳ учрежденийĕнчен представительсем хутшăнаҫҫĕ. Вĕсем: Марий-Элран, Мордовирен, Тутарстанран, Чăваш Республикинчен тата ытти субъектсенчен. Пурĕ вĕсем – 206-ăн, экспертсем – 241-ĕн.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика