Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство ҫурчĕн Пысăк залĕнче ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен, фермерсен I-мĕш съезчĕ иртнĕ
10.08.2018 Правительство ҫурчĕн Пысăк залĕнче ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен, фермерсен I-мĕш съезчĕ иртнĕ

В Чувашии состоялся I съезд крестьянских (фермерских) хозяйств и сельскохозяйственных потребительских кооперативов республикиҪурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Правительство ҫурчĕн Пысăк залĕнче ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен, фермерсен I-мĕш съезчĕ иртнĕ.

Унăн ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

«Ҫĕр ĕҫченĕсем валли условисем паян хăтлă, хăватлăрах аталанма сирĕн майсем те пысăк.   Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме аван, тупăш илме меллĕ, халăха эсир тивĕҫлĕ ĕҫ укҫипе те тивĕҫтерни куҫкĕретех», тесе каланă Михаил Игнатьев съезда пухăннисем умĕнче.  

Республикăра ял хуҫаллăх пайĕ кирлĕ пек шайра аталанса вăй илсе пырать.  Пиллĕк ҫул хушши ĕнтĕ ял хуҫалăх производствин калăпăшĕ пысăк пулнипе тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар, кăтартусем ҫĕкленӳллĕ.  Пĕлтĕр регионта 698,7 пин тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ, 2013-мĕш ҫултинчен 1,8 хут нумайрах пулни сисĕнет.

Фермер хуҫалăхĕсем те кăтартуллă ĕҫлеме пуҫларĕҫ, пысăк хуҫалăхсенчен нимĕнпе те улшăнса тăмаҫҫĕ.  «Пирĕн тĕллев – пурне те пĕр пек условисем йĕркелесе парасси», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Ял хуҫалăх тытăмĕнче ҫамрăксем ĕҫлеме вырнаҫчĕр тесе, ятарласа агроклассем уҫнă шкулсенче. Ҫитĕнекен яш-кĕрĕм аслă пĕлӳ илнĕ хыҫҫăн паха специалистсем пулса хуҫалăхсене таврăнни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ялта пурăнакансен условисене лайăхлатас ыйту ҫине те сахал мар тимлĕх уйăратпăр.  Автомашина ҫулĕсем тирпейленсе пыраҫҫĕ, ача сачĕсем, шкулсем, ФАПсем хута каяҫҫĕ.  Культура ҫурчĕсем модернизациленни те халăха савăнтарать.

Паянхи пурнăҫ таппинче пысăк технологи витĕмлĕхне туйса ĕҫлени вырăнлă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов пуласлăх ҫул-йĕрĕсем пирки каласа кăтартнă, ял хуҫалăхне аталантармалли программăсемпе паллаштарнă, патшалăх тĕревĕ пирки хыпарланă.

Паянхи мероприятине йĕркелемелли ыйту тахҫантанпах ҫивĕчленсе ҫитнине асăннă вице-премьер.  Хуҫалăхсем вăй илсе пыраҫҫĕ, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашни, вĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыни фермерсене хăватланма май парать тенĕ вăл.

АПК ытти сферăсемпе танлаштарсан хăвăртрах аталанса пырать. Фермерсен пуласлăхĕ чăннипех те пысăк тесе ҫирĕплетнĕ Сергей Артамонов.

Паха тавар тирпейлесе кăларасси  ҫителĕксĕр, ăна вырнаҫтарассишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет тенĕ вице-премьер.  

«Кооперативсем хута ямалла.  «Хут ҫинче» кăна ĕҫлеме юрамасть, таварсене вырнаҫтарассипе ҫине тăмалла», тесе асăрхаттарнă вăл.

Тин ҫеҫ ĕҫе пуҫлакан фермерсене патшалăх сахал мар пулăшу куҫарса парать.  Конкурссене хутшăнса хăшĕсем грантсем тивĕҫеҫҫĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме фермăсем ҫĕклесе лартаҫҫĕ.  Ку енĕпе кăтарту сахал мар, 341 ҫын пулăшăва тивĕҫнĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕрсемпе тухăҫлă ĕҫлекенсемпе тачă ҫыхăнса пымаллине каланă муниципалитетсен ертӳлĕхĕсене. Ĕҫ хучĕсене малтанхи тапхăрсенче тарăн тишкермеллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Пур ҫавăн пеккисем, бюджет укҫине илеҫҫĕ те, каярах ҫухалаҫҫĕ тесен те йăнăш мар. Кун пек тĕслĕхсем пачах та пулмалла мар тесе ҫирĕп каланă Михаил Игнатьев. Яваплăха туйса ĕҫлеменнисене вăхăтра тупса палăртмалла, вĕсене сирме тăрăшмалла.  

Банк тытăмĕнче тăрăшакансем патшалăх уйăракан пулăшусем пирки ăнлантарса панă, ҫăмăллăхсемпе паллаштарнă.  

Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫи Ирина Письменская ҫĕнĕ ҫăмăллăхсем пирки хыпарланă, патшалăх енчен тивĕҫтерекен пулăшусем пирки ăнлантарса панă.  Вĕсем патĕнче чылай халăх кредит илнине, ытларах ял хуҫалăхĕпе тăрăшакансем ҫăмăллăхсене туйнине асăнса хăварнă ертӳҫĕ.

Съездра фермер хуҫалăхĕсен ертӳҫисем тухса калаҫнă, хăйсен опычĕсем пирки пĕлтернĕ. Грант пулăшăвĕ вĕсене аталанса пыма сахал мар витĕм кӳнине асăннă. Проектсем пурнăҫа кĕнине те ырăпа асăнса хăварнă фермерсем.

Выльăх-чĕрлĕх пайĕпе ĕҫлекн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи фермер хуҫалăх ертӳҫи Андрей Григорьев мăйракаллă шултра выльăхсене самăртассипе тăрăшнине хыпарланă. Сĕт тирпейлесе илесси те вĕсен тивĕҫлĕ пулса пырать. Ӳсен-тăран акса ҫитĕнтерессипе те кулленех тимлеҫҫĕ. Грант питĕ пулăшрĕ хуҫалăха ура ҫине тăратма тенĕ вăл. Халăх валли ĕҫлеме условисем чаплă, выльăх шучĕ ӳсрĕ, ҫынсен шалу укҫи хăпарчĕ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ хуҫалăх ертӳҫи.

Куславккара фермер Алексей Афанасьев темиҫе ҫул ытла ĕнтĕ пулă ĕрчетессипе тăрăшать. Кăҫал лаптăка сарасшăн, Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче ятарлă вырăн хута яма шут тытнă. Планпа пăхса хăварни пĕтĕмпех пурнăҫлансан, производство тата та ӳсесси паллă тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

«Деревенский чеснок»  хуҫалăх директорĕ Александр Орлов республика Правительствине грант илме условисем йĕркелесе панăшăн тав тунă.  Бизнес вăй илсе пырать тенĕ ертӳҫĕ.  «Палăртса хуни пĕтĕмпех пурнăҫланчĕ», – тесе хăй шухăшне каланă фермер.   Тавара вырнаҫтарма майсем тупăнсан тата та лайăхрах пулнă пулĕччĕ тенĕ вĕсем.

Канашлура хăйсен сĕнĕвĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин тата Суту-илӳпе промышленоҫ палатин президенчĕ Игорь Кустарин пĕлтернĕ. Ыттисем те канашсем панă, пурте пĕр-пĕринпе уҫăмлăн калаҫма пултарнă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика