Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче коррупцине хирĕç кĕрешессипе саккун проектне ырланă
09.08.2017Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче коррупцине хирĕç кĕрешессипе саккун проектне ырланă

 Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ку хутĕнче лару ĕçне пухăннисем коррупцине хирĕç кĕрешессипе саккун проектне кĕртнĕ улшăнусене ырланă. 

 

Муниципалитет должноçне тата вырăнти администраци пуç­лăхĕн дол­ж­ноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата асӑннӑ долж­ноҫ­сене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑ­шӗ­сем, тӑкакӗсем, пурлӑ­хӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратмалли тата тӑратнӑ сведенисен чӑн­лӑхне тата тулли пулнине тӗрӗслемелли йӗрке пирки калакан саккун проекчĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев тĕплĕн паллаштарнă. 

 

 Çак асăннă проекта федераци шайĕнче улшăнусем кĕртнине кура регионта çĕнетсе хатĕрленĕ. 

 

 Республикăра муниципалитет должноçĕнче ĕçлекенсен, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсен ертӳçисен, вĕсем пурĕ - 4 пин те 63 çын,  харпăр хăй тупăшĕсем  тата пурлăхĕсем çинчен, тăкаксем пирки  Чăваш Республикин Пуçлăхне тата  ятарлă службăсене пĕлтермелле.  Юрий Васильев  проектра  ĕç хучĕсен йĕрки çирĕпленнине тĕплĕн каласа хăварнă.

 

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов çурт-йĕрпе çыхăннă  саккун проекчĕ çинчен чарăнса тăнă.   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем палăртнă саккун проекчĕсене ырласа йышăнса хăварнă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика