Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи «Раççей почти» ФГУП филиалĕн Управленийĕн директорĕпе Владимир Тимофеевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ
14.07.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи «Раççей почти» ФГУП филиалĕн Управленийĕн директорĕпе Владимир Тимофеевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи - «Раççей почти»  ФГУП филиалĕн Управленийĕн директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Владимир Тимофеевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем  Федерацин Раççей почтин  Чăваш Енри филиалĕн ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки сӳтсе явнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти  филиал çулталăкăн пĕрремĕш çур çуллăхне лайăх кăтартусемпе вĕçленине палăртнă.  Тĕп кăтартусемпе динамика ырă енне улшăнса пынине каланă. Раççей почти социаллă пĕлтерĕшлĕ  ĕç пурнăçланине палăртнă.  «Республикăра пурăнакан ватăсенчен 38 проценчĕ почта çыхăнăвĕн пулăшăвĕсемпе усă курать.  Филиал хăйĕн мĕнпур уйрăмĕсене пĕтĕмпех упраса хăварнă.  Онлайн çыхăнăвĕпе те халăх анлăн усă курать, финанспа çыхăннă пулăшусемпе те  ĕçлеме меллĕ.   Пĕр сăмахпа каласан, хальхи пурнăçпа килĕшсе ĕçлет филиал.  Республикăри кашни район центрĕсенче юлашки çулсенче Почта-Банк уçăлнă. Вĕсем банк пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ», - тенĕ  республика Пуçлăхĕ.  

Владимир Тимофеев  хайĕн сăмахĕнче 2020-мĕш çул тĕлне Чăваш Енри 386 почта уйрăмĕнче финанс енпе ĕçлемелли пайсем уçăлассине пĕлтернĕ.  Кулленех филиалăн уйрăмĕсене модернизациленине, çĕнĕрен те çĕнĕ программăсемпе тивĕçтернине асăннă. Çĕнĕ технологисем вăй илсе пынине палăртнă.  «Çулсерен Чăваш Енре  çĕнĕрен те çĕнĕ почта уйрăмĕсем уçăлаççĕ, халăха тивĕçтермелли тĕрлĕ пулăшусем те чылайланаççĕ», - тенĕ ертӳçĕ.

Раççей почти Чăваш Енри филиалĕн ертӳçи пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕ проектсем пирки каласа кăтартнă, Чăваш Енре бизнеса аталанса пыма витĕм кӳрекен ĕçсем пирки чарăнса тăнă.  Таварсене таможня витĕр кăларнă чухне ĕç хучĕсене йĕркелемелли пая ансăрлатнине каласа хăварнă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика