Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ĕçлĕ визитпа Каçал ен районĕнче пулнă
11.07.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ĕçлĕ визитпа Каçал ен районĕнче пулнă

 


Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Каçал ен районĕнче пулнă.  Унпа пĕрле çула Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата муниципалитет пĕрлешĕвĕн ертӳлĕхĕ тухнă.  Вĕсем «Искра» колхоз ĕçĕпе паллашнă, выльăх апатне хуçалăх епле хатĕрленипе кăсăкланнă.

 «Слава картофелю» агрофирма уйĕнче çимĕçе лартса тирпейленин технологийĕпе те паллашнă.

 Çак кун Михаил Игнатьев Каçал районĕнчи автомашина çулĕсене те тишкернĕ, «Комсомольское – Яльчики – Буинск»  - Полевое  Шептахово лаптăкри реконструкци ĕçне пăхса тухнă.

«Искра» колхоз 1991 çулта йĕркеленнĕ.  Каçал ен районĕнче çак ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан чи мала пыраканнисенчен пĕри шутланать. Паянхи куна хуçалăх ытларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата ӳсен-тăран лартса çитĕнтерессипе тăрăшса ĕçлет. 

Михаил Игнатьев хуçалăхра сĕт-çу тавар ферминче пулнă. Предприятийĕн пĕтĕмпе мăйракаллă шултра выльăх 500 пуç шутланать. «Искра» колхоз председателĕ Александр Зайцев хăйĕн сăмахĕнче, кăçалхи çул предприятинче сĕт сăвăмĕ ӳснине пĕлтернĕ.  

 Малалла  çул çӳреве Михаил Игнатьев уй-хире тухнă. Вырăнтах выльăх апатне хатĕрлес ĕç епле пынипе тĕплĕн паллашнă. «Искра» хуçалăх кăçал пĕтĕмпе 878 га çĕр лаптăкĕ çинче тыр-пул акса хăварнă, вĕсенчен 490 га пăрçа тата тĕш тырă йышши культура шутланать, 70 га çĕр лаптăкĕ çинче кукуруза акнă, пĕр çул ӳсекен курăк 318 га йышăнать.  

Михаил Игнатьев çутçанталăк сахал мар йывăрлăхсем кăларса тăратнине асăннă. Кăçал уйрăмах тыр-пула тирпейлесе кĕртме йывăртарах пулĕ. «Искра» хуçалăхра тăрăшакансем вырмана пĕлтĕрхинчен ик-виç эрне  кая юлса тухассине пĕлтернĕ.  Сывлăшри нӳрĕк пысăк пулнине кура, тыр-пула типĕтсе кĕртме тĕллев лартнине каланă хуçалăхра тăрăшакансем.

Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче тухăçа епле типĕтсе кĕртмелли пирки республикăри мĕнпур хуçалăхсене кирлĕ пек хыпара илсе çитерме шантарнă. Çирĕп йĕрке пулассине те каланă.  

Районта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ФАПăн строительство ĕçĕпе кăсăкланнă.  Çула май ертӳçĕсем плотинăри шыва курса хакланă, вырăнти ертӳлĕхе халăхпа пĕрле пухăнса пĕвене  çӳп-çапран тирпейлесе тасатма хушнă.

Çак кун Михаил Игнатьев «Слава картофелю» агрофирмăра та пулнă, хуçалăх епле çĕрулмине çĕнĕ технологипе лартса çитĕнтернипе паллашнă. Тăпран пахалăхне упраса лайăхлатма сахал мар тăрăшать хуçалăх. Пынă хăнасем çакна курса ĕненнĕ.

«Агрофирма «Слава картофелю»  ТМЯО 2001 çулта йĕркеленнĕ.  Агропромышленноç комплексĕнче çак хуçалăх малта пыраканнисенчен пĕри шутланать. Çитĕнӳсемпе çулран çул палăрса тăрать. Чи пахи – предприяти пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе пуян. Тухăçа пуçтарса кĕртмелли ятарлă вырăнсем чылай, пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа тӳр килеççĕ.

Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин кăçал хуçалăх пĕтĕмпе 990 га çĕр лаптăкĕ çинче тĕрлĕ культура акса хăварнине пĕлтернĕ. 300 га – çĕрулми лаптăкĕ йышăннине каланă. Ытти культурăна та нумай акса çитĕнтерни куçкĕретех.

Михаил Игнатьев çĕр пурлăхне упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн ырланă, биологизаци ĕçне йĕркелени çав тери паха тесе хакланă, тухăçа пысăкран пухса илме май панине те асăнса хăварнă. 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Комсомольское – Яльчики – Буинск» – Полевое Шептахово автомашина çулне реконструкциленипе кăсăкланнă. 

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Тимофеев муниципалитет пĕрлешĕвне пĕтĕмпе çулсене тирпейлесе сарма 56,7 млн тенкĕ уйăрнине асăннă.  Вăл укçа-тенкĕрен çӳлерех асăннă çула реконструкцилеме 33,9 млн тенкĕ пăхса хăварнине каланă, «Комсомольское - Старые Высли çулне тирпейлеме 22,8 млн уйăрнине палăртнă.

Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Галина Валетова ялти халăх ячĕпе çакăн пек пысăк объектсем тума витĕм кӳнĕшĕн республика ертӳлĕхне ырă сăмахсем каласа тав тунă.

Палăртма кăмăллă, кăçал инфратытăма аталантарма нихçанхинчен те ытларах укçа-тенкĕ уйăрни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кăтарту пысăк, 1,2 млрд танлашать.  Ялта пурăнакансем валли çурт-йĕрсем хута каяççĕ, культура çурчĕсем çĕкленсе пыраççĕ, шкулсем, ача сачĕсем, стадионсем, спорт уйрăмĕсем сахал мар, парксем илемленеççĕ. Вăл укçа-тенкĕрен 878,5 млн ялти çулсене тирпейлесе сарма пăхса хăварнă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика