Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  "Т Плюс" ПАО килӗшӗвӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти хутса ăшăтмалли тытăма ҫӗнетме ҫӗнӗ майсем уҫать
22.05.2020"Т Плюс" ПАО килӗшӗвӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти хутса ăшăтмалли тытăма ҫӗнетме ҫӗнӗ майсем уҫать

Соглашение с ПАО «Т Плюс» открывает новые возможности для модернизации теплового хозяйства Чебоксар и Новочебоксарска «Т Плюс» ПАО палăртнă тăрăх, Чăваш Енри хутса ăшăтмалли тытăма модернизацилеме  15 млрд тăкаклама плана кĕртнĕ.   Ҫапла вара Чăваш Ен хутса ăшăтмалли ҫĕнĕ шая куҫĕ.  Килĕшĕве 2020 ҫулта ҫу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев, «Т Плюс» генеральнăй директорĕ Андрей Вагнер, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков тата Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова алă пусса ҫирĕплетнĕ. Ӳлĕмрен пĕтĕмпех ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, хутса ăшăтмалли инфратытăм ҫĕнĕлле ĕҫлеме пуҫлĕ.  Ҫак ҫĕнĕллĕх уйрăмах Шупашкар хулишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Палăртмалла, мĕнпур хатĕрсенчен 60 проценчĕ 30 ҫул ытла тытăнса тăнă. Котельнăйсем кивелнĕ, юрăхсăра тухса пыраҫҫĕ тесен те йăнăш мар.     

Олег Николаев килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетни питĕ аван тенĕ, малашне ҫĕнĕлĕхсем  тен укҫа-тенкĕне те перекетлеме витĕм кӳрессе каланă.  Уйрăмах ҫак ыйту пысăк муниципалитетсемшĕн пĕлтерĕшлĕ те витĕмлĕ.

«Хутса ăшăтмалли тытăма ҫĕнетни, халăхшăн усăллă. Хĕллехи тапхăрта ăшă ҫынсем патне кирлĕ пек шайра ҫитет.  Чи пахи – халăх усă куракан ресурсăн хакĕ тивĕҫлĕ шайра пулĕ», - кун ҫине те тимлĕх уйăрма манмалла мар тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Палăртнă тăрăх, 2045 ҫулсем валли Чăваш Республикин тĕп хулине хутса ăшăтмалли системăна тĕпрен ҫĕнетсе пыма, хальхи пурнăҫпа тӳр килтерме пурĕ 12,6 млрлд инвестици хывасси паллă, апла пулсан, вăтамран ҫулталăкне 500 млн тăкаклама пăхса хăварнă.  Кăтарту ҫав тери пысăк, унчченхинчен 5,5 хут нумайрах пулни куҫкĕретех.  Ҫĕнĕ Шупашкарта лару-тăру тата та ырă енне куҫĕ, вĕсен пулăшу клăпăшĕ 2,3 млрд пысăкрах пулма пултарасси паллă.  Асăннă тĕревпе Шупашкарти муниципалитетсенчи хутса ăшăтмалли тытăма тĕпрен улăштарма план тунă.  «Т Плюс» 60 ҫухрăм тăсăлакан магистрале реконструкцилеме тĕллев лартнă.  

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн пысăк тĕллевĕ пирки чарăнса тăнă.  Апла пулсан, асăннă тĕллевсем патне ҫитес пулсан, пурсăмăрăн та яваплăха туйса тимлĕ ĕҫлесе пымаллине каланă.  «Ҫиччĕ виҫ те пĕрре кас», - текен ăнлава та шута илмелле, мĕнпур ĕҫсене тӳрех пуҫличчен питĕ лайăх ҫирĕп йĕрке туса ҫивĕч пăхса тухмаллине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.

Хăш-пĕр ыйтусене экспертсемпе пĕрле сӳтсе явмаллине, халăхăн шухăшне те тĕпе хумаллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

«Т Плюс»  генеральнăй директорĕ Андрей Вагнер регион ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Алă пусса ҫирĕплетнĕ ĕҫ хучĕ халăхăн пурнăҫне тата та ырă енне куҫарса пыма витĕм кӳрессе шанса каланă.  

«Т Плюс» Группа   Раҫҫейре анлă сарăлнă предприятисенчен пĕри. Вĕсем Раҫҫейри 16 регионпа килĕшсе ĕҫлеҫҫĕ.  Кунсăр пуҫне пайăр ҫынсем те вĕсемпе хапăл тусах ĕҫлеҫҫĕ, кăтарту 14 млн иртнĕ, предприятисемпе организацисен шучĕ вара - 160 пине ҫитнĕ.   

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Олег Николаев ҫĕнĕлĕхсем укҫа-тенкĕне перекетлеме витĕм кӳрессе палăртнă. «Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хутса ăшăтмалли тытăм йĕркелесе ярсан, халăха та килĕшӳллĕ пулĕ. Вĕсем те кирлĕ –кирлĕ маршăн хăйсен тупăшне тăкакламĕҫ», - тенĕ вăл. Халăх шанăҫĕ тӳрре тухасси пĕрре те иккĕлентермест.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков чăнласах та, муниципалитетра хутса ăшăтмалли тытăм вăтамран 70 процента ҫити кивелсе ҫитнине асăннă.    Тарифсем ӳлĕмрен пĕр пек пулассине палăртса хăварнă вăл.   

Ҫĕнĕ Шупашкарта та лару-тăру ҫăмăлах мар, вăл муниципалитетра хутса ăшăтмалли котельнăйсем кивĕ.  Ольга Чепрасова юлашки 60 ҫул хушшинче пĕлнĕ тăрăх, объектсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене пĕрре те ирттермен имĕш.  Паян алă пуса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ хучĕ, сооруженисене ҫĕнетсе улăштарма витĕм кӳрессе ĕненетпĕр тенĕ вăл.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика