Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Прокуратура ĕçченĕсем граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хӳтĕлессипе ҫыхăннă ыйтусене Чулхулара Атăлҫи федераци округӗнчи регионсен анлă форумĕнче сӳтсе явнă
28.09.2018Прокуратура ĕçченĕсем граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хӳтĕлессипе ҫыхăннă ыйтусене Чулхулара Атăлҫи федераци округӗнчи регионсен анлă форумĕнче сӳтсе явнă

Роль прокурорского надзора в решении насущных вопросов повышения качества жизни населения обсуждена на межрегиональном форуме прокуроров ПФО

Паян, авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чулхулара Атăлҫи федераци округӗнчи регионсен прокуратурисен анлă форумĕ иртнĕ. Форума пухăннисем таврари  хуласен хутлăхне хăтлăлатас, тирпей-илем кĕртес ыйтусене татса панӑ чухне саккун йĕркисене ҫирĕп пăхăнмалли ҫинчен калаҫнă, прокуратура ĕҫченӗсен тĕрĕслевӗсем ҫинче чарăнса тăнă.

Форум ĕҫне пухăннисем умĕнче чи малтан Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ Сергей Зайцев калаҫнă, ҫакăн йышши форматпа мероприяти Атăлҫи федераци округĕнче пуҫласа иртнине палăртнă, унта регионсен пуҫлăхĕсем те хутшăннине асăннă. Сергей Зайцев халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ӳсни влаҫăн авторитетне ӳстерме витĕм кӳнине, ыранхи кунпа савăнса пурăнма май панине каланă.  Ҫавăнпа та асӑннӑ меле Раҫҫей Федерацийĕн Прокуратури приоритетлă ҫул-йĕрсенчен пĕри тесе хаклать.   «Регионсенче пĕр евĕр ĕҫсем пулса пыччĕр тесе, тĕрĕслев йĕркисем пирки методика сĕнĕвĕсене хатĕрленĕ. Саккуна еплерех пăхăнса ĕҫсене тĕрĕс пурнăҫласа пымалли тӗлӗшпе те сахал мар сĕнӳсем пулнă», – тенĕ вăл.    

Сергей Зайцев палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра тавралăха тирпей-илем кĕртессипе йышăннă программăпа регионсенче епле ĕҫлесе пынин пĕтĕмлетӗвне туса хатӗрлеҫҫӗ. Патшалăх влаҫĕнчи ҫынсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем хăйсен полномочийĕсене епле пурнăҫласа пынине те ҫирĕп асăрхавра тытнине каланă вăл.  «Кăҫалхи ҫул хăш-пĕр влаҫ органĕсенче, подрядлă тата управляющи организацисенче прокурорсем тĕрĕслев ирттернĕ хыҫҫăн, йĕркене пăснă 7,5 пин тĕслĕхе шута илнĕ. Йĕркене пăснă 1800 ҫынна административлă майпа явап тыттарнă.  Уйрăм регионсенче халĕ те йĕркесĕрлĕх хуҫаланни сисĕнет. Урамсем таса мар, ҫӳп-ҫӑп куписем таврана илемсĕрлетсе тăраҫҫĕ, йăлари хытă каяшсене те пухса тирпейлес ĕҫе тивĕҫлĕ шайра йĕркелеменни куҫкĕретех.  Ҫуртсем таврашĕнче таса мар, автомашина ҫулĕсем хĕрринче ҫум-курăксем ӳсеҫҫӗ. Хĕллехи вăхăтра нумай хваттерлĕ ҫуртсен тăррисене юртан вăхăтра тасатса пыманнине те час-часах курма пулать», – пĕлтернĕ РФ прокурорĕн ҫумĕ.    спорт сооруженийĕсене те кирлĕ пек шайра тирпейлесе тытса тăман регионсем те пур.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсем вăхăт иртнĕҫемĕн юрăхсăра тухса пыраҫҫĕ, вĕсене тирпейлесе тăрасси те кун йĕркинче ҫивĕч тăрать.  Усă курмасăр ларакан объектсене вăхăтра пӑсса тирпейлемелле, хула-ял сăн-сăпатне илемсĕрлетсе тăраҫҫĕ.  Мӗн пытармалли, унта уйрăм ҫынсем пухăнса кирлĕ-кирлĕ мар ĕҫ тăваҫҫĕ, пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Пĕр сăмахпа каласан, граждансемшӗн хăрушлăх кăларса тăратаҫҫĕ.

Прокуратура ĕҫченĕсем, ҫынсене ҫуран ҫӳремелли ҫулсене ҫирĕп тĕрĕслесе тӑраҫҫĕ. Вĕсене хĕллехи вăхăтра пăрпа юртан ҫийĕнчех тасатса тăмалла.  Обществăлла вырăнсенче яланах тирпейлĕх хуҫаланмалла.   Кану кунĕсенче тимлĕхе уйрăмах куҫран вĕҫертме юрамасть, вырăнти халăх валли условисене кирлĕ шайра йĕркелесе тăмалла.

«Атăлҫи тăрăхне кĕрекен регионсем хушшинче ырă тĕслĕх кăтартса пыраканнисем те пур. Вĕсен паха ĕҫ опычĕ те куҫкĕретех. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе курăмлă ĕҫлени хавхалантарать пурсăмăра та», тенĕ Сергей Зайцев.

Форумра регион ертӳҫисем, прокурорсем, хула мэрĕсем хăйсен паха ĕҫ опычĕсемпе паллаштарнă. 

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кирек-епле хулапа районсенче пурăнакансем те пирĕнтен хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессине кĕтнине палӑртнӑ. Таса та тирпейлĕ пулсан, кăмăл уҫăлать. «Ăнсăртран мар пулĕ, халăх сĕнĕвне шута илсе, 2016-мĕш ҫулта «Чăваш Ен – пурăнма чи хăтлă регион» программа йышăнса хăварнă. «Пĕрле ĕҫлесе пурăнмалла» программăна 2015-мĕш ҫулта анлăн пурнăҫа кĕртнĕ, ăна малалла тăсас тĕллевпе ҫĕнĕ программа йышăнса хăварнă. Пирĕн тĕллев хуласемпе ялсенче пурăнакансем валли пурăнма лайӑх условисем йĕркелесси», – тенĕ вăл.

Симĕс ылтăн вăй илет. Ку енĕпе регионта инвестици проекчӗ пурнăҫа кĕнĕ.   Тĕрлĕ регионсем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем йӗркеленни, чи паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса вĕренсе пыни, ҫав ҫыхӑнусем тухăҫлăха ӳстерсе пыма меллĕ пулни ҫинчен каланӑ регион Ертӳҫи. Регионта инвестици проекчӗсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхӑннӑ ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртнă вăл. Халăха экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе хытӑ тăрăшнине, шывсене тасатмалли сооруженисене реконструкциленине, йăлари каяшсене пухса тирпейлемелли объекта хута янине тата ытти ĕҫсене аса илсе хăварнă. «Паян тарăн сӳтсе явакан ыйтусем халăхшăн пĕлтерĕшлĕ, граждансен кăмăл-туйăмĕпе анлă ҫыхăннă», – палăртнă вăл. Михаил Игнатьев республикăра ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем прокуратура ĕҫченĕсемпе тачă ҫыхăнса ӗҫленине, кирек-хӑш ыйтӑва та тухăҫлă татса пама тăрăшнине палăртнă. 

«Ҫĕршывра экологи енĕпе йĕркеленĕ рейтингра Чăваш Республики ăнăҫлă ĕҫлесе малти ретрисенчен пĕри пулса тăчĕ.  Шупашкарта тахҫантанпах йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес ыйту ҫивĕч тăнă.  60 ҫул ытла та ĕнтĕ халăх кун пирки пăшăрханнă. Паян вара ку ҫитменлĕх ҫук, ҫĕнĕ объект республикăра пурăнакансене тивĕҫтерет, ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче», – тенӗ республика Пуҫлăхĕ.

Пирĕн ҫĕршывра Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвне шута илсе, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче халăха хăтлă условисем йĕркелесе парас ĕҫ кирлĕ пек шайра пулса пырать.  Регионсем социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама сахал мар патшалăх енчен пулăшу илеҫҫĕ.  Хуласемпе районсенче инфратытăм ҫĕнелсе ҫирĕпленет. Пысăк технологи вăй илет.  Пĕр енчен калас пулсан, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ырă енне куҫса пырать, тепĕр енчен граждансем влаҫа шанни ĕҫлеме хавхалантарать тесе пӗлтернӗ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн докладĕнче чи пĕлтерĕшлĕ проектсем пирки чарăнса тăнă.  Калăпăр, Шупашкарăн Атăл ҫыранĕ хăтлăланса пырать. Кунта ĕҫсене 2017 ҫулта пуҫланă. Федераци программине пурнăҫа кĕртме сахал мар укҫа куҫнă.

«Шупашкарта Кадет скверĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе вĕҫленĕ.  Маларахри тапхăрта вăл тӳремре юрăхсăра тухса выртакан лапам ҫеҫ пулнă.  Паян палăртма кăмăллă,    Шупашкарти Атăлҫи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕ катаран илемлĕ курăнса ларать, таврара тасалăх хуҫаланать. Фонтан вырнаҫтарни, чечексем лартса хăварни кашни ҫын кăмăлне уҫса яраҫҫĕ.  Мĕнпур халăх ҫак пуҫарусене ырлать, кулленех тав сăмахĕсем калать», – пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

«Хулан хутлăхне хăтлăлатас»  приоритетлă программăпа килĕшӳллĕн, икĕ ҫул хушшинче республикăри мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ҫуртсем таврашĕнчи 116 объекта тирпейленĕ, спорт тӳремĕсене хута янă, инфратытăма ҫĕнетсе улăштарнă, вĕсене валли 600 млн ытла укҫа тăкакланă.

2017 ҫултан пуҫласа республикăра пурăнакансен сĕнĕвĕсене шута илсе пуҫаруллă проектсемпе ĕҫлеме тытăннă.  Паянхи куна илес пулсан, 81 проект тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ҫыхăннă, вĕсем пурнăҫланнă.   «Чи пахи – халăх хăй пурнăҫланă ĕҫе хисеплет, объектсене тирпейлĕ тытса тăрать», – тенĕ  Михаил Игнатьев.  «Мĕнпур ĕҫсем планпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ. Халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатассипе ҫыхăннă мероприятисенче саккунсене ҫирĕп пăхăнмалла, тĕрĕслевпе асăрхав службисен те кулленех вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттермелле. Влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе ытти шайри ҫынсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вӑй хуракансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлесен, тухăҫлăх пысăк пуласси паллă», – тенĕ регион Ертӳҫи. Сăмах май, Чăваш Республикин прокурорне Василий Пословские тата унăн коллективне пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата тухăҫлă ĕҫлеме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă Михаил Игнатьев.  Регионта ҫирĕп йĕрке пулни кăлтăксем тăвассинчен сыхлать тенĕ вăл.

Регионта проектсемпе тата программăсемпе пĕр евĕр килĕшӳллĕ ĕҫлесе пынине  каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.   Вĕсем пур те халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерессипе ҫыхăннă тенĕ Ертӳҫĕ. «Кăтартусем те ҫук мар, халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланнă. Ҫĕр ҫултан та иртнисен йышĕ сахал мар республикăра. Юлашки ҫулсенче кăтарту икĕ хут та ӳснĕ. 85 ҫул тултарнисем сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырса, хăйсен сывлăхне кулленех ҫирĕплетсе пыраҫҫĕ. Вĕсен шучĕ 17 пинрен те иртсе кайнă.  Ҫамрăксем спортпа туслă, киревсӗр ĕҫсем тумаҫҫĕ, лайăх вĕренсе ҫĕршыва юрăхлă ҫынсем пулса ҫитĕнеҫҫĕ», –  пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.   

Наци проекчĕсем ҫынсен кăмăл-туйăмне ырă енне улăштарма витĕм кӳреҫҫĕ, ҫакна кашнин туймалла. Пĕлсе тата тухăҫлă ĕҫлесе пыни приоритетлă ыйтусене вăхăтра тата ҫӳллĕ шайра татса пама май панине ҫирӗплетнӗ Михаил Игнатьев. 

«Хисеплĕ Сергей Петрович, Сирĕн тата Эсир йĕркелесе пыракан ушкăнăн правăпа усă курнин практики пысăк.  Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев ҫĕршыв пуласлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, саккунсене пăхăнса, яваплăха туйса тăрăшса ĕҫлесси», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хӑйӗн сăмахне пĕтĕмлетсе. 

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика