Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарти Индустри паркĕ ҫывăхĕнче Предпринимательсен аллейине хывнă
14.05.2018Шупашкарти Индустри паркĕ ҫывăхĕнче Предпринимательсен аллейине хывнă

В индустриальном парке города Чебоксары заложили Аллею предпринимателейҪу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Индустри паркĕ ҫывăхĕнче Предпринимательсен аллейине хывнă. Мероприятине Раҫҫей предпринимательĕсен кунне халалланă.

Экологи субботникне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хапăл тусах йышăннă, унпа пĕрле ĕҫе Раҫҫей Федерацийĕнчи Судан Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ   Надир Юсеф Эльтайеб Бабикера тухнă. Хăна вăл кун шăпах та, Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ пулнă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин ҫутҫанталăк тата экологи министрĕ Александр Коршунов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, студентсем  пухăннă.   

«Кирек епле йывăҫ-тĕм лартса хăварни яланах пысăк пархатар.  Кашни ҫыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче вуншар, вуншар йывăҫ лартса хăвармалла», тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.   

Раҫҫей Федерацийĕнчи Судан Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ   Надир Юсеф Эльтайеб Бабикера пĕрле лартнă йывăҫсем туслăха ҫирĕплетеҫҫĕ тенĕ. Чăваш Республикипе Судан Республики хушшинчи туслăх символĕ пулса тăнине палăртнă хăна.  

Ҫак кун ертӳҫĕсем ҫăка йывăҫĕ – 55,  чăрăш – 5 лартса хăварнă.

«Пулас уҫланкă ҫутҫанталăка юратма витĕм кӳрет, тăван тавралăха хисеплеме вĕрентет. Ку пуҫламăшĕ кăна-ха. Пуласлăхра тата та кун пек аллейăсем пулĕҫ», тенĕ «Каскад»  НПО АО директорĕ Игорь Лобанов.

Ҫак ĕҫ хыҫҫăн официаллă хăнасем предприятийĕн ĕҫĕпе паллашнă.

Ҫитес вăхăтра инвестициллĕ тепĕр ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕресси паллă, енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, халăх валли 1300 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  Объекта хута яма 2,5 млрд хывасси те планра пур тенĕ пуҫлăхсем. Ҫакнашкал Индустри паркĕсем республикăри ытти хуласенче те анлă сарăлнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика