Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев юристсене наградăсем парса чысланă
05.12.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев юристсене наградăсем парса чысланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев вручил награды юристам республикиРаштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Юристсен кунне халалласа торжествăлла мероприяти иртнĕ. Чаплă пулăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Мероприятинче Раҫҫей ЗАГС уйрăмне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине палăртса тĕрлĕ куравсем хатĕрлесе тăратнă.  Республикăра кăҫал Амăшĕ тата Ашшĕн ҫулталăкне палăртса, паянхи мероприятине туслă, пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса 60 ҫул пурăнакан ҫемьесене чысланинчен пуҫланă. Регионти  юристсене ҫемьесен ячĕпе Сергеевсем тата Шабровсем тухса саламланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене ăшшăн тав тунă. Раҫҫейре ЗАГС тытăмне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, Чӑваш Ен юрисчӗсем хӑйсен професси тивӗҫӗсене чыслӑн пур­нӑҫласа пыраҫҫӗ, пурнӑҫӑн кирек хӑш сферинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, пра­во йӗркине шанчӑклӑн тытса пырас, обществӑпа пат­ша­лӑ­х ҫирӗплӗхне вӑйлатас, халӑхӑн право культурине ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хываҫҫӗ тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин демографи лару-тăрăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, унăн ырă пуҫарăвĕсем пулнине палăртса хăварнă.

Ачаллă ҫемьесене сахал мар социаллă пулăшусем тивĕҫтерме тĕрлĕ мерăсем йышăннине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Ҫитес вунă ҫуллăха «Ачалăх вунҫуллăхĕ» теме йышăннине палăртнă. Патшалăх программине пурнăҫа кĕртме мĕнпур службăсенче тăрăшакансене тĕрлĕ сĕнӳсем тăратма чĕнсе каланă. Яслисенче пепкесем валли ятарлă вырăнсем хатĕрлесси, ача-пăча поликлиникисенче пурлăхпа техника базине тĕпрен ҫĕнетсе пырасси тĕп ыйтусем тенĕ.

РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе юридици пĕрлешĕвĕ те пысăк витĕм кӳрессине шанса каланă регион Пуҫлăхĕ.  «Ĕненетĕп тата шанатăп сирĕн профессионализм, пысăк яваплăх мĕнпур ыйтусене пурнăҫлама май парассине», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне вăл.

Чăваш Республикин юстици тата ҫĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева министерство ĕҫĕ пирки паллаштарнă, уйрăм ҫитĕнӳсем ҫинчен каласа кăтартнă. Малашнехи тĕллевсене палăртнă. Ҫемье институтне ҫирĕплетесси, патшалăхĕн Пĕрлĕхлĕ реестрне кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пырасси тĕп приоритетсенчен пĕри пулнине, халăха тӳлевсĕр юридици пулăшăвне парасси те кун йĕркинчех тăнине асăннă вăл хăйĕн докладĕнче. «Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – йĕрке тăвасси, саккунсене пăхăнса тивĕҫлĕ яваплăха туйса ĕҫсене пурнăҫласси, граждансен конституцире палӑртнӑ ирӗкӗсемпе ирӗк­лӗ­хӗсене тата саккунлӑ интересӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа хӳтӗлесси», - тенĕ министр.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче ҫак Юристсен уявĕ ҫĕнĕ Раҫҫейĕн символĕсенчен пĕри пулса тăнине каланă, юристсем граждансемпе организацисен тата патшалӑхӑн право хӳ­тӗ­­левне тивӗҫтернӗ май саккуна тата тӗрӗслӗхе тӗп вы­рӑна хуракан пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллеве пурнӑҫланине асăннă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов юристсен пĕрлешĕвне хĕрӳллĕн саламланă, вĕсен тĕп тĕллевĕ халăхăн правипе ирĕклĕхне тата йĕрке тăвассине ҫирĕп тытса пырасси тенĕ.  РФ тата Чăваш Республикинчи кирек-епле саккунсене те юристсемсĕр хатĕрлеме май ҫук тесе уйрăммăн палăртса хăварнă вăл.

РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев хăйĕн сăмахĕнче юристсене саламланă май ҫапларах каланă: «Юрист професси тепре чухне пысăк палăрса курăнса та тăмасть, анчах та вĕсем патшалăха пысăк витĕм кӳни куҫкĕретех.  Сирĕн професси, яваплăхăр – хăйех пысăк хисепе тивĕҫ», - тенĕ.   

Торжествăлла пайра паян чи сумлисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  

Ҫак кун ЗАГС ĕҫченĕсен хушшинче йĕркелесе ирттернĕ республикăри конкурс ҫĕнтерӳҫисене чысланă. Чăваш Республикинче тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе чи лайăх тивĕҫтерекенсен пĕтĕмлетĕвне тунă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика