Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет
21.09.2011Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Унăн темисем: 2011 çулта тата планпа пăхнă 2012-2013 çулсенче республика бюджетне кĕртмелли улшăнусем çинчен, ял хуçалăх ĕçĕсем тата Чăваш Енри муниципалитетсенче ял хуçалăх таварĕсен ярмăрккисене ĕçлетересси, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйлассипе çыхăннă суйлавăн хатĕрленӳ тапхăрĕсем çинчен ыйтусене сӳтсе явĕç. Уйрăммăн ватă çынсене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернин ыйтăвĕсене те хускатĕç. Информаци ушкăнĕсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче аякра вырнаçнă ялсене çитсе килсе вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине  хурав парĕç. Çак кунах çынсене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе те йышăнма палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика