Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Федераци шайĕнче пулакан Сабантуй уявне халалласа, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тутарстан Республикин пултарулăх ушкăнĕсен чаплă концерчĕ иртнĕ
09.07.2018Федераци шайĕнче пулакан Сабантуй уявне халалласа, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тутарстан Республикин пултарулăх ушкăнĕсен чаплă концерчĕ иртнĕ

Глава Чувашии посетил концерт мастеров искусств Республики ТатарстанУтă уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Федераци шайĕнче пулакан Сабантуй уявне халалласа,  Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тутарстан Республикин пултарулăх ушкăнĕсен чаплă концерчĕ иртнĕ.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Тутарстан Республикин Премьер-министрĕн ҫумĕ, «Милли Шура» наци канашĕн председателĕ, пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн ертӳҫи Василь Шайхразиев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă. Пухăннă хăнасемпе ертӳҫĕсем уяв концертне пăхиччен, чи малтан курав ĕҫĕсемпе паллашнă, кăсăклă япаласене курса хĕпĕртенĕ.

  «Тĕрлĕ халăх пурăнакан Раҫҫейĕн пĕр пайĕнче тутарсем. Вĕсем тĕлĕнмелле ăста ҫынсем», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ уява пухăннисене саламланă май. Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Вăл ертсе пыракан ушкăна пысăка хурса хакланă.   Наци мероприятийĕсем ҫитĕнекен яш-кĕрĕме йăла-йĕркене, культурăна вĕренсе ăша хывса пурăнма витĕм кӳнине асăннă вăл.

Тутарстан Республикин Премьер-министрĕн ҫумĕ Василь Шайхразиев хăйсене хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн тав тунă.  Хусанта яланах Сабантуй уявĕ питĕ чаплă иртнине, ăна халăх кăмăлланине хыпарланă. Федераци шайĕнче пулакан мероприятине кашни ҫул тĕрлĕ регионта иртет. Кăҫал вара Чăваш Республикинче тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.   

«Пĕлтĕр Астрахань хулинче Сабантуй пулнă, ялава кăҫал Шупашкарта ирттерме чысланă. Ҫулталăкĕпе мероприяти валли хатĕрленнĕ. Ҫав тери ăста йĕркелӳҫĕсем, вырăнти халăх маттур, ĕҫлеме те савăнма та пĕлет», тенĕ Василь Шайхразиев, уява чаплă ирттерме пурне те савăк кăмăл суннă.   

Уяв концерчĕ  туслă пурăнакан икĕ регионăн юрăпа ташă ансамбльĕсен пултарулăхĕпе пуҫланнă.  Кайран кашни ушкăн хăйĕн илемлĕ кĕвви ташшисемпе куракансене «тыткăна» илнĕ.      

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика