Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарти электромеханика колледжĕнче «Ҫамрăк профессионалсем» Наци чемпионатне хутшăнма, ҫĕнтерӳҫĕсене палăртас тĕллевпе, ăмăртусем йĕркеленĕ
17.04.2018Шупашкарти электромеханика колледжĕнче «Ҫамрăк профессионалсем» Наци чемпионатне хутшăнма, ҫĕнтерӳҫĕсене палăртас тĕллевпе, ăмăртусем йĕркеленĕ

Михаил Игнатьев приветствовал участников международной научно-практической конференции «Социально-правовая защита детства как приоритетное направление современной государственной политики»Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти электромеханика колледжĕнче «Ҫамрăк профессионалсем» Наци чемпионатне хутшăнма, ҫĕнтерӳҫĕсене палăртас тĕллевпе, ăмăртусем йĕркеленĕ.

Торжествăлла пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.      

Мероприятине пухăннисене саламланă май, регион Пуҫлăхĕ Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин влаҫ органĕсем умне ҫĕршыва хăватлăн аталантарса пыма пысăк тĕллевсем лартнине асăнса хăварнă.

«Ҫак тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тесен, кадрсем хатĕрлес ĕҫе тимлĕх уйăрни ҫав тери пĕлтерĕшлĕ.  Ку енĕпе федераци тата регионсем шайĕнчи влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем курăмлăн тăрăшаҫҫĕ», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев федераци бюджечĕн витĕмлĕхĕпе пирĕн республикăра регионсен хушшинчи пысăк центр хута кайнине асăна хăварнă, объекта ҫĕклесе лартма 700 млн  ытла тăкакланине палăртнă.

«Ҫак вĕренӳ центрĕ тĕнче шайĕнче хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ объект. Ҫамрăк яш-кĕрĕме професси енчен ăста специалистсем хатĕрлесе кăларать. Вĕсем тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса кулленех ҫĕнтерӳҫĕсем пулса таврăнаҫҫĕ. Раҫҫейри  нумай регионсен ăмăртăвĕсенче ҫамрăксем хăйсен ăсталăхне кăтартса параҫҫĕ. Ҫак кунсенче пирĕн региона чи пултаруллă яш-кĕрĕм пухăннă. Вĕсем чăн-чăн профессионалсем. Ҫитменнине ҫамрăксем ăсталăха тата та туптама пултараҫҫĕ», – тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинче Worldskills Russia юхăм 2012-мĕш ҫултан ĕҫе кӳлĕннĕ. Республикăра кун пек ĕҫ йĕркеленни ҫĕршывра иккĕмĕшĕ. Мĕн пуҫарса янăранпах, ҫак юхăм ӳсĕмлĕ ĕҫлесе пырать, час-часах пысăк профессионалсене тупса палăртма май парать, тĕнче шайĕнчи конкурссенче яш-кĕрĕме ҫитĕнӳсемпе палăрма витĕм кӳрет.  Ҫамрăксене валли тата та лайăхрах условисем йĕркелесе парас тĕллевпе, Шупашкарти электромеханика колледжĕн ҫумĕнче 2012-мĕш ҫулта регион шайĕнчи координаци центрĕ йĕркеленнĕ (РКЦ).  2015-мĕш ҫулта вĕсем WorldSkills Russia наци операторĕпе килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

2012–2017-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе регион шайĕнчи 6 чемпионат ирттернĕ. Мала тухнисем «Ҫамрăк профессионалсем» Наци чемпионатне хутшăнма ирĕк илнĕ. Пурĕ ҫак асăннă тапхăрта 400 ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă, 400 эксперт мĕнпур ĕҫсене хакланă.  

«Ҫамрăк профессионалсем» регионти координаци центрĕн ертӳҫи Алексей Судленков хăйĕн сăмахĕнче, ăмăртăва хутшăнакансем пултаруллă та чаплă специалистсемпе курнăҫнине палăртнă. Хăйсен ăсталăхĕсене ыттисене кăтартса пама пултарнине, паха опытсене пурнăҫа кĕртсе пыма вĕренсе пынине каланă.  Ҫамрăксем ҫĕнĕлĕхсене те чылай курса ĕненнине асăннă.  

Яш-кĕрĕме ăмăртусенче мала тухма, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма «Лабораторный химический анализ»  компетенцийĕн менеджерĕ Ирина Кудрявцева сĕннĕ, ҫакăн пекех саламсем ҫумне «Электроника»  компетенцийĕн менеджерĕ Виктор Радкевич хутшăннă.

Мероприяти пысăк концерт программипе пуянланнă.

Палăртса хăваратпăр, ҫакăн йышши ăмăртусене РФ 17 регионĕсенче йĕркелесе ирттереҫҫĕ, вăл ака уйăхĕнчен пуҫласа ҫу уйăхĕччен пырать. Регионсем шайĕнче мала тухнисем Наци чемпионатĕнче хутшăнма ирĕк илеҫҫĕ.  Кăҫал вăл Кăнтăр Сахалинра ҫурла уйăхĕн 8–12-мĕш кунĕсенче иртет.

WorldSkills Russia юхăмне хутшăннисем ҫу уйăхĕн 13–20-мĕш кунĕсенче тепĕр хут Чăваш Республикинче пухăнĕҫ.  Ун чухне вара апат хатĕрлекен чи ăста специалиста тупса палăртĕҫ.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика