Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ПМЭФ-2019: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РИА Новости журналистне интервью панă
07.06.2019ПМЭФ-2019: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РИА Новости журналистне интервью панă

ПМЭФ-2019: Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев дал интервью РИА НовостиҪĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РИА Новости журналистне интервью панă.

Регион Пуҫлăхĕ журналиста республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕпе ҫыхăннă ыйтусем ҫине хуравланă, кĕсен инвестици политики ҫинчен те чарăнса тăнă.

Михаил Игнатьев экономика форумĕ тĕрлĕ халăхсен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарма пулăшнине палăртнă. «2018 ҫулта Чăваш Енĕн экономика тулашĕнчи таварсен калăпăшĕ 550 млн долларпа танлашнă. Тавара экспорта куҫарасси те хăпарнă, 20 процент таран ӳснĕ», - тенĕ вăл.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕнĕлĕхсем пирки те каласа кăтартнă, экономика форумĕнче килĕшӳсене чылай алă пусса ҫирĕплетнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Пуласлăхра та социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарма ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлнине палăртнă. Сăмах май, Чăваш Ен Правительствипе  «Российский экспортный центр» АО хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну ҫинчен каласа кăтартнă. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ытти самантсене те сӳтсе явнă, регион ҫинчен сахал мар паха ĕҫсем пирки чарăнса тăнă.    

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика