Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре чаплă «Новочебоксарский» теплица комплексĕн пĕрремĕш черечĕ савăнăҫлă лару-тăрура уҫăлнă
01.11.2019Чăваш Енре чаплă «Новочебоксарский» теплица комплексĕн пĕрремĕш черечĕ савăнăҫлă лару-тăрура уҫăлнă

В Чувашии официально открылся тепличный комплекс «Новочебоксарский» проектной мощностью 20 000 тонн овощей в год Чӳк уйăхĕн  1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Тепличный комплекс «Новочебоксарский» ТМЯО хаваслă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă.  Палăртатпăр, объект Шупашкар районĕнчи Атлаш ял поселенийĕнче вырнаҫнă.  Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх Министрĕн ҫумĕ Оксана Лут, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Шупашкар районĕн администрацийĕн ертӳҫи Владимир Димитриев, «Россельхозбанк» АО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Алексей Жданов, «Тепличный комплекс «Новочебоксарский» ТМЯО генеральнăй директорĕ Алексей Захаров тата ытти официаллă ҫынсем пухăннă.  

Чи малтанах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  чаплă пулăма пухăннисене Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе  саламланă, савăнăҫлă мероприятине регионта уй-хир ĕҫĕсене вĕҫленĕ хыҫҫăн яланах ирттернине палăртса хăварнă. Паян вара тепĕр пысăк мероприяти, республикăра чаплă теплица хута каять тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

«Раҫҫей Федерацийĕн  ял хуҫалăх Министрне Дмитрий Николаевич Патрушева чун-чĕререн тав сăмахĕсем калатăп. Хăй вăхăтĕнче «Россельхозбанк» ертӳлĕхĕпе килĕшсе кредит пама условисем йышăнчĕҫ, Раççей ял хуçалăх банкĕ инвестици хывма килĕшнĕ, кăтарту та пĕчĕк мар, 6,6 млрд танлашать.  Предприяти ертӳҫине мухтатăп. Ҫĕр ĕҫченĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлаҫҫĕ, экологи тĕлĕшĕнчен паха тавара халăх валли тирпейлесе пыраҫҫĕ. Эсир – маттурсем! Ҫавăн пек пултăр яланах!», – тенĕ Михаил Игнатьев.  Теплица комплексне кредит сахал мар явăҫтарнă, кăтарту 4 млрд танлашать.  Инженери тата транспорт инфратытăмне тĕпрен хута яма 40 млн ытла тăкакланă. Вăл ĕҫе Чăваш Республикинчи промышленноҫа тата инвестици ĕҫ-хĕлне аталантарассипе тимлекен фонд пысăк тĕрев панă.   

2020-мĕш ҫулта теплица комплексĕ туллин хута каймалла. Енчен те палăртса хуни пĕтĕмпех пурнăҫлансан, ҫулталăкне 20 пин тонна тавар тирпейлесе кăларма пултарасси те куҫкĕретех пулĕ.

«Россельхозбанк» АО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Алексей Жданов хăйĕн сăмахĕнче пухăннисене саламланă май, ҫитес ҫул та вĕсем «Тепличный комплекс «Новочебоксарский» ТМЯО тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тĕллев лартнине хыпарланă.

Пысăк технологиллĕ предприяти аталанса вăй илсе пыни пурсăмăра та хавхалантарать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Иккĕмĕш тапхăрпа пурнăҫланакан строительство ĕҫĕсем те вăхăтра пулса пырасса ĕненетпĕр тенĕ Алексей Жданов.

Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх Министрĕн ҫумĕ Оксана Лут таварсене Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнчи регионсем те хапăл тусах туянасса шанса каланă.

Палăртнă кун хăнасем предприятипе тĕплĕнрех паллашнă, условисене курса хакланă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика