Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Уй кунĕ – 2018» курав Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче торжествăлла майпа уҫăлнă
12.07.2018 «Уй кунĕ – 2018» курав Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче торжествăлла майпа уҫăлнă

Состоялось открытие республиканской выставки-демонстрации «День поля – 2018»Утă уйăхĕн  12-мĕшĕнче Ҫĕрпӳ районĕнче «Уй кунĕ – 2018» ял хуҫалăх тытăмĕпе ҫыхăннă пысăк уяв иртнĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Торжествăлла пая пухăннисене чи малтан регион Пуҫлăхĕ ăшшăн саламланă, Уй кунĕ мероприяти пĕр-пĕринпе тарăнрах паллашса паха ĕҫ опычĕсене ăша хывса пурăнма вĕрентсе пынине каланă. Ҫĕнĕ йышши технологиллĕ хатĕрсемпе те паллашма питĕ меллĕ тенĕ вăл.  Паха сортлă вăрлăхсене курса хаклама, ӳсен-тăрансене акса ҫитĕнтерессипе уйрăм вăрттăнлăхсене пĕлме питĕ ансат тенĕ. Пĕр сăмахпа палăртас пулсан, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма ҫак пулăм пысăк витĕм кӳнине ҫирĕплетсе каланă.   «Ял хуҫалăх пайĕнчи экономикăна вăйлатасси, хресченпе фермер хуҫалăхĕсенче тухăҫлă ĕҫлесси, харпăр хăй хуҫалăхĕсенче те курăмлă кăтартусемпе палăрасси – пысăк технологисемпе пĕлсе ĕҫленинчен сахал мар килет», – тенĕ регион Ертӳҫи.    «Яланах паянхи пурнăҫ таппинче малта пыракан производствăсене тĕпе хума тăрăшмалла, вĕренсе пырса, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ вăй-хăватпа аталанма вĕренмелле», –  тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

Паянхи курав хыҫҫăн, ялта пурăнакансен тата та ҫĕнĕ техникăсемпе ĕҫлеме шухăш ҫураласси те куҫкĕретех. Халăх питĕ кăмăллă пулни паян куравра сисĕнчĕ тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Сăмаха май, кăҫал аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсем валли патшалăх сахал мар пулăшу пăхса хăварнине хыпарланă, кăтарту 2 млрд 757 млн ҫитнĕ тесе пĕлтернĕ.  2018-мĕш ҫултпа пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра мĕнпур палăртса хунă виҫерен 50 процентне ял хуҫалăхĕпе тăрăшакансем патне илсе ҫитернĕ.  2017-мĕш ҫулхи кăтартупа танлаштарсан, кăҫалхи виҫе 12,5 процент пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Республика Пуҫлăхĕ хуҫалăхсене вырма ĕҫне тирпейлĕн хатĕрленсе ҫитсе вăхăтра тухма чĕнсе каланă. Яланхиллех, ҫĕр ĕҫченĕсене хăйсене шанса панă ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пынăшăн мухтаса тав тунă, тыр-пула туллин пухса кĕртме каланă.

Торжествăлла пулăмра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хисепе тивĕҫнисене Тав сăмахĕпе чысланă.  Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă. Раҫҫейри чи лайăх хуҫалăха, кăшман лартса ҫитĕнтерессипе тимлекене, тĕслĕх вырăнне илсе панă, ыттисене те вĕсенчен вĕренсе пыма сĕннĕ.  

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ял хуҫалăх техникисенчен хатĕрлесе тăратнă курава пăхса киленнĕ.

Палăртса хăваратпăр, кăҫал Уй кунĕ утă уйăхĕн 1213-мĕшĕнче иртет.   Пĕтĕмпе ҫак мероприятине 40 ытла организаци хутшăнма кăмăл тунă. Раҫҫейри ытти регионсенчен те хăнасем хапăл тусах килсе ҫитнĕ. Пĕтĕмпе 100 единица техника хатĕрлесе тăратнă. Кăҫалхи мероприяти ытти ҫулхисенчен хăйне евĕрлĕхĕпе улшăнса тăнă, аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсен хушшинче  олимпиада пулнă.  Хăнасем тĕрлĕ ӳсен–тăран культурисемпе паллашнă: пăрҫа, сĕлĕ, урпа тата ытти те. Пирĕн регионта пĕтĕмпех ҫак ҫимĕҫсене лартса ҫитĕнтереҫҫĕ. Ҫĕнĕ йышши сортсене вара кулленех хуҫалăхсем ĕрчетсе пыраҫҫĕ. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика