Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăл леш енне газ кĕртессипе ҫыхăннă ыйту пирки ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ
17.04.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăл леш енне газ кĕртессипе ҫыхăннă ыйту пирки ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

 Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăл леш енне газ кĕртессипе ҫыхăннă ыйту пирки ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Пухăннисем газ кĕртме ирĕк паракан конкурс йĕркелесе тăратни пирки каланă.  Ҫитес вăхăтра подрядчик кам пулассине те пĕлĕпĕр тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

«Атăл леш енне аталанса пыма ҫĕнĕ вăй-хăват кӳрет газ кĕртни.  Бизнеса ҫĕкленме условисем уҫăлаҫҫĕ. Кунта пурăнакансене валли те хăтлă майсем пуласси куҫкĕретех пулĕ. Пирĕн тĕп тĕллев – палăртнă ĕҫсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртсе пырасси», – тесе уйрăммăн палăртса каланă регион Ертӳҫи. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Газпром» ПАО килĕшсе ĕҫлесе пынине кура, правленийĕн Председателĕ тата «Газпром» ПАО директорсен канашĕн председателĕн ҫумĕ Алексей Миллер витĕмлĕхĕпе РФ регионĕсенче ҫак асăннă организацийĕн пулăшăвĕпе газ кĕртекен субъект йышĕнче Чăваш Республики те.

2012–2015-мĕш ҫулсенче газ программине пурнăҫлама 1,2 млрд тăкакланă.  Ҫĕнĕ Шупашкарта, Шупашкар хулипе Шупашкар районĕнче нумай объектсене газпа тивĕҫтернĕ. Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 80 процента яхăн ҫак кăтарту. Хуласенче – 89 процент, ял тăрăхĕсенче – 67 процента ҫити газ кĕртнĕ.  Газификаци ыйтăвĕсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов тарăн чарăнса тăнă. Атăл леш енне Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсене газпа тивĕҫтерессипе «Газпром межрегионгаз» ТМЯО йышăннă программăпа килĕшӳллĕн пурнăҫланине асăннă министр.  

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Газпром межрегионгаз»  ТМЯО электронлă майпа газ кĕртме  конкурс йĕркелени пирки ыйтса ҫырнă.  Пĕтĕмĕшле объектăн тăршшĕ 52 ҫухрăм тăсăлать, унăн хакĕ 437 млн танлашать тесе пĕлтернĕ. Конкурсăн пĕтĕмлетӳ ĕҫĕ кăҫал ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнчен кая мар пулмаллине асăннă.  Мероприяти ĕҫне икĕ тапхăрпа пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă.   Пĕрремĕш тапхăрпа социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче газ кĕртме тĕллев лартнă. Иккĕмĕш тапхăрĕнче вара урамсенче газ пăрăхĕсене сарма килĕшнĕ. Программăн иккĕмĕш тапхăрĕпе пулакан ĕҫ 2021-2030-мĕш ҫулĕсенче пурнăҫланĕ. Пĕрремĕш тапхăрпа пулса пыракан ĕҫсене йĕркелеме 509 млн палăртнă.

«Санаторий Чувашия» АО газ кĕртес ĕҫе харпăр хăй организацийĕн шучĕпе пурнăҫлама пăхса хăварнă. 9-мĕш №-лĕ пушар хуралĕн депоне газ кĕртме республика хыснинчен тăкакланĕ, ҫакăн пекех «ФОЦ Росинка»  АУ газпа тивĕҫтерме республика бюджетĕнче уйăрнă.  Чăваш Республикин Строительство министерствипе Шупашкар хула администрацийĕн витĕмлĕхĕпе 2020-мĕш ҫулччен 111,6 ҫухрăм тăсăлакан урамри  газ пăрăхĕсене хута яма плана кĕртнĕ. Ҫак ĕҫе халăхăн пачах та укҫа пухса памалла мар.  Ҫынсен хăйсен пӳрчĕсене газ кĕртме, паллах кăштах тăкакланма тивĕ. Газ хута яма тĕрлĕ хатĕрсем те туянмалла пулĕ.  

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков  пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче уҫă аукцион пирки хыпарланине асăннă. Подрядчиксене палăртсан, строительство ĕҫĕ пуҫланĕ тенĕ вăл.

 Газ кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене туххăмрах татса пама, ятарлă штаб та йĕркелеме йышăну тунă.  Ҫак канашлура Атăл леш енчи организацисен ертӳҫисен доклачĕсене итленĕ, хатĕрленӳ ĕҫĕсем епле пыни ҫинчен вĕсенчен ыйтса пĕлнĕ.

Михаил Игнатьев ĕҫ докуменчĕсене вăхăтра пуҫтарма чĕнсе каланă, ҫĕр ыйтăвĕсене татса парса, проектсене хатĕрлеме пуҫламаллине асăрхаттарнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика