Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Нумай ачаллă ҫемьесене тӳлевсĕр ҫĕр лаптăкĕсемпе тивĕҫтерессипе Чăваш Ен федерацин Атăлҫи тăрăхĕнче чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан тăватă регион шутне кĕрет
09.09.2019Нумай ачаллă ҫемьесене тӳлевсĕр ҫĕр лаптăкĕсемпе тивĕҫтерессипе Чăваш Ен федерацин Атăлҫи тăрăхĕнче чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан тăватă регион шутне кĕрет

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе пынă ĕҫлĕ канашлура нумай ачаллă ҫемьесене тӳлевсĕр ҫĕр лаптăкĕсемпе тивĕҫтерес ыйтăва тарăн пăхса тухнă.

2011-мĕш ҫултан пуҫласа республикăра нумай ачаллисене ҫĕрпе тивĕҫтерессипе саккун пурнăҫа кĕме тытăннă. Регионта пĕтĕмпе 14006 ҫемьене учета илнĕ.  

Паянхи куна илес пулсан, нумай ачаллă ҫемьесенчен 8027-шне тӳлевсĕр ҫĕр лаптăкĕсемпе тивĕҫтерме те ĕлкĕрнĕ.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн регионăн кăтартăвĕсем лайăх пулнипе палăрса каланă, нумай ачаллисене тӳлевсĕр ҫĕрсемпе тивĕҫтернин кăтартăвĕпе Чăваш Ен 34-мĕш вырăнта тăнине хыпарланă.   Саккунпа килĕшӳллĕн, ҫĕрсемпе усă курнă чухне ҫуртсем лартма юрать, хушма хуҫалăха аталантарма ирĕк пур тата пахча ҫимĕҫ ҫитĕнтерме саккун хирĕҫлемест.

Хальхи вăхăтра нумай ачаллисене ҫĕрпе тивĕҫтерме тата та 900 га ҫĕр лаптăкĕ кирлĕ. Йывăрлăх кăларса тăратаканни – пушă выртакан ҫĕрсем пулманни.

Нумай ачаллă ҫемьесем валли ҫуртсем лартма ҫĕр лаптăкĕсем ҫинче инфратытăм пулсан меллĕ.  Вăл ыйтăва татса парассипе регионта хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ, проектпа смета хатĕрлессипе те специалистсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. 2019 ҫулта инфратытăма вăй илтерме муниципалитетсене валли 14 млн пăхса хăварнă. Кунсăр пуҫне республика хыснинчен те чылай тĕрев куҫать - кăтарту 30 млн яхăн. Ҫĕрпӳ хулипе Сĕнтĕрвăрри районĕсенче объектсене хута яма ҫак пулăшу куҫĕ. Ҫуртсем хăпартма май паракан ҫăмăллăхсем пирки пăхса тухма хушнă республика Пуҫлăхĕ.

Нумай ҫемьесем харпăр хăй тĕллĕн ҫурт хăпартасшăнах мар, ун пек чухне строительсем объектсене тусан, каярах вара вĕсем хваттерсене туянма хирĕҫ мар.  Кун пек май вĕсене тепре чухне кăмăла каять тенĕ ертӳҫĕсем. Нумай хваттерлĕ ҫуртсем ҫĕклемелле, нумай ачаллă ҫемьесем вĕсенче пурăнма хирĕҫ марри куҫкĕретех. Ыйтăва тарăн тишкермелле, пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Енчен те нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурне те йышлă ҫемьесем илсе пĕтереймесен, юлнисене рынокри хакпа ытти категорире тăраканнисене те сутма май пулĕ тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика