Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Наци телекуравĕн эфирĕн «тӳрĕ лини» кăларăмĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă
14.11.2019Чăваш Наци телекуравĕн эфирĕн «тӳрĕ лини» кăларăмĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă

В эфире Национального телевидения Чувашии состоялась очередная «прямая линия» с участием Главы республики Михаила Игнатьева Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Наци телекуравĕн эфирĕнче «тӳрĕ лини» кăларăм тухнă. Ку хутĕнче уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Тӳрĕ эфир вăхăтĕнче 65 ҫын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав илнĕ. Пĕтĕмпе вара виҫĕ кун хушшинче Республика Пуҫлăхĕ патне 230 ыйту килсе ҫитнĕ.   

Ыйтусем тĕрлĕрен пулнă.  Паянхи халăха Раççейре 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче «Ялти ипотека» программа вăя кĕни кăсăклантарнă. Çак программăпа килĕшӳллĕн ял çыннисем, çавăн пекех хуларан яла пурăнма куçма хатĕрленекенсем те, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма чи пĕчĕк процентпа - çулталăкра 3 процент ставкăпа - кредит илме пултарĕç. Ипотекăна 25 çуллăха 100 пин тенкĕрен пуçласа 3 миллион тенкĕ таран параççĕ. Çавăн пекех кредит илес текенсен ссуда калăпăшĕн 10 проценчĕ чухлĕ хăйсен укçи кирлĕ. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ çăмăллатнă мелсемпе паракан ипотекăпа пĕр хутчен кăнаусăкурмапултарать.
РФ Ял хуçалăх министерстви ипотека продуктне хатĕрленĕ чухне Перекет банкĕпе тата Россельхозбанкпа тачă çыхăнса ĕçлет.
«Ялти ипотекăн» тĕллевĕсем анлă. Хатĕр çурта е çуртпа çĕр лаптăкне суту-илӳ килĕшĕвĕпе те, строительствăна пая кĕмелли килĕшӳпе те уйрăм çынран та, юридици сăпатĕнчен те илме ирĕк параççĕ. Çавăн пекех кредит укçи-тенкипе çĕр лаптăкĕ туянма, унта подряд килĕшĕвĕпе çурт лартма, çавăн пекех заемщикăн харпăрлăхри çĕр лаптăкĕ çинче çурт-йĕр строительствине пуçарма, маларах тума пуçланă çурта подряд килĕшĕвĕпе хута яма юрать.
«Ялти ипотекăна» 21-65 çулсенчи Раççей гражданĕсем илме пултараççĕ. Çын ялта пурăнать-и е хулара-и - уйрăмлăх çук, ăçта ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ мар тенĕ Ертӳҫĕ. Ҫынсене ҫулсем, шкул, клуб шăписем те кăсăклантарнă. Нумай хваттерлĕ ҫуртсенчи тирпей-илем те канăҫсĕрлетнĕ. Уйрăм тĕслĕхсем пирки тĕллевлĕн чарăнса тăнă уҫă калаҫу вăхăтĕнче.  

Юлашки ҫулсенче тавралăха тирпей-илем кĕртме сахал мар республика хыснинчен укҫа-тенкĕ тăкакланать тенĕ вăл.  Автомашина ҫулĕсене сарса тирпейлеме республикăн Ҫул-йĕр фондне 5 млрд пăхса хăварнă, патшалăх программине пурнăҫласа пыма 2024-мĕш ҫулсем валли пурĕ 23 млрд плана кĕртнĕ тăкаклама тенĕ вăл сăмаха тăса.   Кирек-епле ĕҫе тытăниччен, чи малтан район тата хула администрацийĕсен депутатсемпе пĕрле пăхса тухсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Халăхăн сĕнĕвĕ те хăйне евĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Ялсенче клубсем хута ярас пирки сăмах пуҫарнă май, 2015-мĕш ҫултан пуҫласа 18 ҫĕнĕ клуб уҫнине хыпарланă Пуҫлăх.  Ҫитес ҫулта тата та 7 клуб уҫасси планра пур тесе сăмаха малалла тăснă вăл.    Пуласлăхра ҫĕнĕ клубсен шучĕ 25 пулмалла.  «Эпир объектсене ҫĕклесе лартма укҫа-тенкĕ сахал мар тăкаклатпăр. Культура ҫурчĕсен хупă тăмалла мар.  Вĕсенче кулленех халăхăн хăйсен пултарулăхне аталантарса пымалла», - тесе хушса каланă регион Пуҫлăхĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятисем пирки те чарăнса тăнă. Плана пăхса тухса ҫирĕплетнине, мероприятисем те анлăн пурнăҫа кĕнине палăртнă Пуҫлăх.

Вĕренӳ учрежденийĕсенчи хăрушсăрлăх пирки сăмах пуҫарнă май, вăл объектсенче уйрăмах комплекслă ĕҫсем пулса пынине палăртнă.   Тӳрĕ эфир вăхăтĕнче Канаш хули пирки те сăмах пуҫарнă. Вăл муниципалитетăн социаллă пурнăҫăпе экономикине аталантарса вăй илтерсе пыма условисем хăтлă пулнине палăртса каланă.  Ĕҫлес текен предпринимательсем валли вăл хулара ҫăмăллăх условийĕсем те сахал мар тенĕ сăмаха ҫавăрса. Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев «тӳрĕ линине» хутшăннисене пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă, халăхпа уҫҫăн калаҫни, яланах питĕ усăллă тесе хакланă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те туххăмрах татса пама меллĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика