Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕнче телемедицина аталантарас ыйтусене сӳтсе явнă
07.09.2018Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕнче телемедицина аталантарас ыйтусене сӳтсе явнă

Обсуждены вопросы развития телемедицинских технологий в здравоохранении Чувашской РеспубликиАвăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей-Сингапур Ĕҫлĕ Канашĕн председателĕн ҫумĕпе Сергей Робскипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Дубов хутшăннă.

Ертӳҫĕсем регионта телемедицина аталантарас ыйтăва сӳтсе явнă. Пилот проекта пурнăҫа кĕртес тĕллевпе ҫак ыйтăва тĕплĕн тишкернĕ. Халăха пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри. Палăртнă ĕҫе Чăваш Республикинчи онкологи диспансерĕнче пурнăҫлама плана кĕртнĕ.  Ҫак база ҫумĕнче 2017-мĕш ҫултан пуҫласа Регионти наукăпа консультативлă телемедицина ĕҫлет.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика