Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнисене савăнăҫлă лару-тăрура дипломсем парса чысланă
10.07.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнисене савăнăҫлă лару-тăрура дипломсем парса чысланă

Глава Чувашии вручил дипломы выпускникам Чебоксарского института Московского политехнического университетаУтă уйăхĕн  10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнисене савăнăҫлă лару-тăрура дипломсем парса чыслассипе ҫыхăннă мероприятине хутшăннă, аслă шкула ăнăҫлă вĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă пулас специалистсене.  Торжествăлла пулăма ҫакăн пекех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов килсе ҫитнĕ.   

Савăнăҫлă мероприятине ҫамрăк яш-кĕрĕм вальс ҫаврăннинчен пуҫланă. Каярах институтăн директорĕ Александр Агафонов пухăннисене хĕрӳллĕн саламланă, паян пурĕ 256 ҫын диплома тивĕҫлĕ пулнине, вĕсенчен 31-шĕ пиллĕк паллăсемпе ҫеҫ вĕреннине ырласа  ырă хыпара пĕлтернĕ.  Хĕрлĕ диплом илнисем вара ыттисемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче тесе палăртнă ертӳҫĕ.

«Паянхи мероприяти ĕмĕр асра юласса шанатăп», - тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Аслă шкулта тарăн пĕлӳ илни - малашнехи пурнăҫра нимĕнле йывăрлăхсемсĕрех ĕҫе вырнаҫма май парасса асăннă, кирек-епле пайра та питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсем паха специалистсем пуласси те куҫкĕретех тенĕ  вăл сăмаха тăсса.   

«Ҫав тери пысăк утăм тăватăр пурнăҫра, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн эсир те усăллă ĕҫсем тăвасса ĕненетпĕр, республика сирĕнпе мăнаҫланать», - тенĕ вăл.

Республика Правительстви пысăк технологиллĕ производствăсем хута кайччĕр тесе сахал мар ĕҫлет, апла пулсан ҫынсен шалу укҫи пысăк пулни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ҫамрăксене яланах предприятисемпе организацисем хапăл тусах кĕтеҫҫĕ.

Ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене хăйсен ачисене тӳрĕ ҫул ҫине тăма пысăк витĕм  кӳнĕшĕн тав тунă регион Ертӳҫи. Малашнехи пурнăҫра ҫамрăк специалистсене пысăк ҫитĕнӳсем тума чĕнсе каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май республика Пуҫлăхĕ.

Хĕрлĕ диплом илнисене, чаплă пулăмра регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев документа парса чысланă. Сăмаха май, обществăлла ĕҫре хастар пулнисене те мухтанă, вĕсене те спортра, филиал пурнăҫĕшĕн ырă ĕҫсем туса палăрнăшăн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă ертӳҫĕсем.

Аслă шкул тăтăшах НПО «Каскад-ГРУП», «Энергозапчасть», «АККОНД», «Электроприбор», «ТрансТехСервис», «Чувашторгтехника», «Чебоксарский домостроительный комбинат», «СМУ-115», «Честр-Инвест» предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет. Палăртма кăмăллă, вĕсем Чăваш Енри чи пысăк малта пыракан организацисемпе кулленех ĕҫлĕ ҫыхăнусем тытаҫҫĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика