Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Ҫĕнĕ хула» микрорайон 7 ҫул хушшинче тĕлĕнмелле чаплă хăватланса вăй илсе кайрĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев
17.06.2019 «Ҫĕнĕ хула» микрорайон 7 ҫул хушшинче тĕлĕнмелле чаплă хăватланса вăй илсе кайрĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Глава Чувашии Михаил Игнатьев: «За 7 лет «Новый город» получил стремительное развитие»Ҫĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Шупашкар хулинчи «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта пулнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительство ĕҫĕсемпе паллашнă.

Палăртнă районта капмар пысăк хăтлă шкул ҫĕклнет. Кунта харăсах 1600 вĕренекене вырнаҫтармаллăх шкул пулать.  Объекта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсене хута ярассипе йышăннă патшалăх программине тĕпе хурса пурнăҫа кĕртеҫҫĕ. «Вĕрентĕве аталантарас» Чăваш Республикин патшалăх программине пурнăҫа кĕртме тĕрлĕ шайри бюджетсенчен укҫа-тенкĕ тăкакланать. Объектăн хакĕ пĕчĕк мар, 889 млн танлашать. Шкула графикпа килĕшӳллĕн, 2020-мĕш ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма тĕллев лартнă строительсем.  

Ҫурт пĕтĕмĕшле тăватă пысăк пайран, кашни блок вара темиҫе хутран та тăрать. Кунта проектпа килĕшӳллĕн питĕ чаплă уйрăмсем хăпартма тĕллев лартнă: медиатека, кĕвĕсен уйрăмĕ, информацисен пайĕ, шкул музейĕ, ачасен тавракурăмлăхне ӳстерме май паракан ытти пӳлĕмсем те пулĕҫ.

Чи пысăк пайсенчен пĕри – спорт уйрăмĕ. Пысăк тата пĕчĕк бассейн пулать. Спортăн тĕрлĕ енĕпе ачасем хăйсен ăсталăхне туптама пултарĕҫ.  Шкулта самбо спорт тĕсне те аталантарма плана кĕртнĕ, апла пулсан шкул ачисем валли условисем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрасси куҫкĕретех пулĕ.

«СК «Старатель» ТМЯО ҫуртăн этажĕсене хăпартассипе тăрăшать.  Вĕсемпе пĕр тан бассейн тăвассипе те строительсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, строительство хатĕрĕсене ҫителĕклĕ таран тивĕҫтернĕ. Палăртма кăмăллă, шкула экологи енчен таса хатĕрсемпе туса пыраҫҫĕ. Чăваш енре калăпланса тухакан таварсем, чăннипех те чаплă, ют ҫĕршыврисенчен пĕрре те кая маррине курса ĕненнĕ паян ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре республикăри ертӳҫĕсем.  Финанс тĕлĕшĕнчен нимĕнле чăрмавсем те ҫук строительсен.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче, палăртнă объект чи пысăкки тесе хакланă. Кун пек капмар шкул республикăра урăх ҫук тенĕ вăл сăмаха малалла тăнă май. Тĕп ыйтусенчен пĕри – шкула валли пысăк тавракурăмлă специалистсем хатĕрлесси, ачасен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма чаплă учительсем кирлĕ. Ку ыйтăва та куҫран вĕҫертме юраманнине асăннă паянхи тĕлпулура ертӳҫĕсем.

Шкулсем хута кайсан, регионта иккĕмĕш сменăпа вĕрентесси прахăҫланĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Шкул бази ҫав тери хăватлă пуласси паллă. Ачасем мĕн пĕчĕкрен хăйсен сывлăхне ҫирĕплетсе пырсан, ӳссе ҫитсен ҫĕршывшăн юрăхлă граждансем пуласси те куҫкĕретех.

Паян регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев микрорайонта Республика кунне валли хута яма палăртнă тепĕр пысăк объектпа та паллашнă. Троллейбуссене ҫӳреме ятарлă ҫул уҫăлĕ. Пуҫлăхсем 15 ҫухрăма тăсăлса выртакан ҫулпа кăсăкланнă, лини ĕҫне хакланă.

Объектсене Чăваш Ен Правительстви ҫирĕп тĕрĕслесе тăрать. Объект ҫинче «Тус» АО тăрăшать, ҫулсене сарассипе питĕ тăрăшуллă ĕҫлени сисĕнет. Пахалăх енчен пăхас пулсан та, объект лайăх, халăхсем кăмăллă пуласси паллă.

«Ҫĕнĕ хула» микрорайона 2007 ҫулта хута яма тытăннă. Тĕрлĕ кăлтăксене пула, хăш-пĕр строительсем хăйсене шанса панă ĕҫсене туллин тивĕҫтерейменнишĕн, хăй вăхăтĕнче строительство чарăннă тесен те йăнăш мар. Каярах, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пуҫарăвĕпе 2011 ҫултан  тепĕр хут микрорайон вăй илсе кайма пуҫланă. Ҫĕнĕ предприятисем: «Монолитстрой» ТМЯО,  «Инкост»,  АУО, «ИСКО-Ч» АУО ҫулсерен объектсем хăпартма тытăннă. Паян, калама ҫук хитре те чаплă микрорайон пулса тăнă.  

«Строительство ĕҫĕсене ҫĕнĕрен пуҫарса ятăмăр, 7 ҫул хушшинче район хитреленсе тăчĕ. Халăх кăмăллă, пурăнакансем йышлă. Инфратытăм ҫĕнелни вара пушшех те пурне те хавхалантарать пурăнма микрорайонта», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Микрорайонта социаллă программăсемпе килĕшӳллĕн, ҫынсене пурăнма нумай хваттерлĕ ҫуртсем кулленех хута кайса пыраҫҫĕ, ача сачĕсем, ҫулсем тата ытти кирлĕ мĕнпур объектсем ҫителĕклĕ унта.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика