Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне тăрăхне ҫитсе килнĕ, вырăнти ертӳлĕхпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
10.08.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне тăрăхне ҫитсе килнĕ, вырăнти ертӳлĕхпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Ядринского районаҪурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне тăрăхне ҫитсе килнĕ, вырăнти ертӳлĕхпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Михаил Игнатьевпа пĕрле Етĕрне  районĕн пуҫлăхĕ Олег Паликин, район администрацийĕн ертӳҫи Андрей Софронов хутшăннă.

Пуҫлăхсем йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă. Вĕсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси, ЖКХ ыйтăвĕсене уҫăмлатасси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси те кун йĕркинчех тăнине асăннă вĕсем.   

Муниципалитет пĕрлешĕвĕн газшăн парăм чылай пухăннă, куншăн республика Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе критиклесе хăварнă, Етĕрнери ЖКХ МПП чылай парăма кĕнĕ тесе ятланă, кăтарту 1,3 млн ҫитнине асăннă.  

«ЖКХ ыйтăвĕсене ҫивĕч тĕрĕслеве илмелле. Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла. Енчен те халăх сире шанса лартнă пулсан, вĕсен шанăҫĕнчен тухмалла мар вырăнти ертӳлĕхĕн», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Етĕрне районĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫне анлă канашлу ларăвĕнче тарăн тишкернĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика