Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Мускавра Гайдар форумне хутшăннă
16.01.2020Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Мускавра Гайдар форумне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в мероприятиях Гайдаровского форумаКăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Мускавра ĕҫлĕ визитпа ҫӳрет. Унта Республика Ертӳҫи «Россия и мир: Вызовы нового десятилетия» Гайдар форумне хутшăннă. Иккĕмĕш кунри мероприятисен ĕҫне хутшăннă, актуаллă ыйтусене тĕпрен сӳтсе явнă.

Гайдар форумне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин пуҫарăвĕпе йĕркеленĕ. 11 ҫул хушши пыракан паллă пулăмăн пĕлтерĕшĕ ҫултан ҫул ӳссех пырать. Форум йĕркелӳҫисем кăсăклă мероприятисем палăртса хăвараҫҫĕ, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашаҫҫĕ, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма витĕм кӳреҫҫĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫулсерен тухакан Ҫырури ыйтусене те тарăн сӳтсе явнă, ыйтусене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫыхăннă мероприятисем пирки канашланă. Яланхиллех социаллă ыйтусем, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, бизнес сферăн ыйтăвĕсем малти вырăнта.   Сахал мар уҫă калаҫусем иртнĕ форумра. Налук енĕпе ҫхăннă ыйтусем тавра тавра та сăмахланă. Цифрăллă экономикăна вăй илтересси пирки те чылай ыйту тапратнă.    

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн  Владимир Владимирович Путинăн Ҫырăвĕнче налуксем пирки тĕллевлĕн палăртнă, тĕрлĕ ҫăмăллăхсемпе йышăннă ҫĕнĕлĕхсем пирки ҫырса хăварнă.

Патшалăх тĕревне пысăк проектсене пурнăҫа кĕртекенсен кăна туймалла мар, вак тата вăтам предпринимательлĕх сферинче тăрăшакансен те илмеллине каласа хăварнă канашлусене хутшăннă ертӳҫĕсем.     

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика